Евĕрлев сăмахĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Евĕрлев сăмахĕ, — çутçанталăкри сас-чĕве, шăв-шава, тĕрлĕ сăнлăхпа хусканăва евĕрлесе кăтартакан сăмах. Тĕслĕхрен, çерçи чĕвĕлтетни пире чим-чим!, хур кайăксен сасси кикак! кикак! евĕрлĕ илтĕнет, эпир вĕсене çапла çыратпăр та.

Евĕрлев сăмахĕсем чăваш чĕлхинче питĕ нумай, вĕсен сасă тытăмĕ те тĕрлĕрен: пĕр сасăллисем те, нумай сасăллисем те пур (а-а-а, ӳ-ӳ-ӳ, ян, шан, шапт, вĕлт, чăнкăр, шаятăр тата ыттисем те).

Сасăпа морфологи тытăмне шута илсе евĕрлев сăмахĕсем икĕ ушкăна уйăраççĕ:

  • пĕрремĕшлисем (шат, йăл, ял, вĕл)
  • иккĕмĕшлисем (шатăр, шатăрт, йăлт, йăлтăр, ялт, ялтăрт, вĕлт, вĕптĕрт).

Евĕрлев сăмахĕсене Н.И. Ашмарин проффесор нумай тĕпченĕ.

Remove ads

Литература

  • Ашмарин Н.И. Основы чувашской мимологии (О подражательных словах в чувашском языке). В память общечувашского съезда учащихся. Казань, 1918;
  • Ашмарин Н.И. О морфологических категориях подражаний в чувашском языке. Казань, 1928;
  • Егоров В.Г. Подражательные слова //Материалы по грамматпке современного чувашского языка. Ч., 1957;
  • Корнилов Г.Е. Имитативы в чувашском языке. Ч., 1984;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.
Remove ads

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads