Европа лапамĕ (Киев)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Европа лапамĕ (Киев)
Remove ads

Европа лапамĕ (Європейська площа) — Крещатикăн çурçĕр-тухăç енче, Киевăн паллă лапамĕ.

Thumb
Лапам çине хальхи каçпа пăхсан

Истори

Малтанхи йăлапа кунта лаша ярмăрккисене ирттернĕ, çапла ĕнтĕ лапамăн авахи ячĕ «Ут лапамĕ» пулнă. Киев архитекторĕ Андрей Меленский 1805-1806 çулсенче хулара пĕрремĕш театăра (хальхи «Украина килĕ» вырăнĕнче) туса лартсан çак вырăн «Театăр лапамĕ» ята тивĕçет.

1851 султа Викентий Беретти архитектор проекчĕпе лапамра «Европейская» хăна çурче туса лартнă, вара лапама та «Европа лапамĕ» теме пуçланă.

1869 - 1919 çулсенче лапама «Патша лапамĕ» тенĕ, кунта Иккĕмĕш Алексантăрăн палăкĕ тăнă. Хăш чух лапама «Александр лапамĕ» те тенĕ.

Совет тапхăрĕнче çак вырăн Виççĕмĕш Интернационал ячĕллĕ лапам пулнă, 1944 çулта «Сталин лапамĕ» пулса тăрать. 1961 çулта ăна «Ленин Комсомолĕ» ята куçараççĕ, çак палăрту СССР арканничченех тытăнса тăнă. 1991 çулта, ирĕклĕ Украинăра, лапама историри чăн ячĕпе тивĕçтернĕ.

Remove ads

Чаплă çуртсем

  • «Днепр» хăна çурчĕ
  • УНИАН хыпар агентстви çурчĕ
  • Украина килĕ, куравсемпе конференцисен залĕ, 1982 ç. туса лартнă, Ленин музейĕ пулнă.
  • Украина наци филармонийĕ
  • Аслă Рада вулавăшĕ

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads