Егоров Петр Егорович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Егоров Петр Егорович
Remove ads

Пётр Его́рович Его́ров (1731, КăрмăшЕтĕрне) уесĕ, Чулхула кĕперни — çу, 12, 1789, Санкт-Петербург) — раççей архитекторĕ, петербургри Çуллахи пахча картин авторĕсенчен пĕри. Чăвашран тухнăскер.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Çуралнă вăхăт ...
Егоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Thumb
Çуллахи сад картин тĕп хапхи
Remove ads

Истори

1731 çулта Етĕрне уесĕнче çуралнă.

Ачаллах вăл Дадиани килне лекнĕ. Егор Дадиани — вырăс хĕсметĕнче тăракан грузин кнеçĕ. Хăй патĕнчи чăваш ачине вăл тĕне кĕртнĕ. Пĕрремĕш Петĕр патшана хисеплесе çав ачана Петĕр ячĕпе хунă. Хăйĕн ячĕпе хушаматне çырнă. Çапла чăваш ачи Петр Егорович Егоров пулса тăрать. Çак маттур чăваш ачи ăслă та пултаруллă иккенне курса, ăна 1755 çулта Петербургри Хуралтсен кĕнцелерĕ çумĕнчи архитектура шкулне вĕренме панă.

Çак шкулта вĕренсе тухсан Петр Егорович архитектор пулса тăнă. Петербургри чылай чи чаплă çуртсемпе керменсем унăн ячĕпе çыхăннă. Вĕсен шутне Мрамор Керменне, Раштав чиркĕвне, Хĕллехи Кермене, Смольнăй мăнастăре кĕртмелле. Пярну хулинче питĕ чаплă Успени чиркĕвне те вăл тунă.

Çапах та П.Е. Егоровăн чи пысăк та чи чаплă ĕçĕ Петербургри Çуллахи сад карти. Çак хӳмене куракансем ăна тĕнчери чи чаплă саккăрмĕш япала тесе хакланă.

1789 çулта çĕре кĕнĕ.

Remove ads

Вуламалли

Remove ads

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads