Екатерина II

From Wikipedia, the free encyclopedia

Екатерина II
Remove ads

Аслă Екатерина II Алексеевна (çуралнă чухнехи ят Ангальт-Цербст София Августа Фредерикки, ним. Sophie Auguste Friederike von Anhalt-Zerbst-Dornburg, православи тĕнĕнче Екатерина Алексеевна; 21 ака (çу, 2 ) 1729, Щчецин е Штеттин, Прусси - Чӳк, 6 (17) 1796, Хĕллехи кермен, Петербург) — 1762 - 1796-мĕш çулсенчи пĕтĕм Раççей патши.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Çуралнă вăхăт ...
Thumb
Алпусни

Ангальт-Цербст кнеçĕн хĕрĕ, Екатерина кермен пăтăрмахĕ хыççăн, хăйĕн халăх юратман упăшкине, Пётр III патшана престол çинчен сирпĕтсе антарса влаçа хăй аллине тытса илнĕ.

Екатерина тапхăрĕ хĕресченсене ытла та хытă хĕсĕнтерсе чуралăха кĕртнипе тата дворянсене пур енлĕ хисепсемпе ырлăхсем панипе палăртуллă.

Аслă Екатерина вăхăтĕнче Раççей империйĕн чиккисем хĕвеланăçа (Речь Посполитана уйăрни) тата кăнтăралла (Новороссине кĕртни) сарăлнă.

Патшалăха ертсе пыни II Екатерина вăхăтĕнче Петĕр I вăхăчĕ хыççăн пĕрремĕш хут улăштарса çĕнетнĕ.

Этеплĕх енчен илсен, Раççей тĕппипех Европа аслă патшалĕхĕсен шутне кĕнĕ, кăна патша хăй те, çыравлăх ĕçĕпе иленнĕскер, сăрă ÿнер ăсталăх ĕçĕсене пуçтараканскер тата франс философĕсемпе-çутлăхçисемпе çыру çырăнса-илсе тăнăскер, пулăшнă. Пĕтĕмлетсе каласан Екатерина политикипе унăн çĕнĕлĕхĕсем XVIII ĕмĕрĕн Çут ĕçĕ тапхăрĕн абсолютизм калăпăшне кĕреççĕ.

Remove ads

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Вуламалли

// Русская старина, 1896. — Т. 88. — № 11. — С. 436—441. — В ст.: Бильбасов В. А. Походы Екатерины II по Волге и Днепру (1767 и 1787 гг.).

Remove ads

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads