Емельянов Прохор Кононович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Емельянов Прохор Кононович 25.7.1913, Ураскилт ч. ялĕ, Кăрмăш уесĕ, (халĕ Элĕк районĕ, Чăваш Республики), Чĕмпĕр кĕпĕрни — 27.12.1991, Шупашкар, Чăваш Республики) – чăваш прозăçи, драматургĕ, педагогĕ[1][2][3].

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...
Григорьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

ССРП ÇП пайташĕ (1978).

Remove ads

Биографи

1913 çулхи утăн 25-мĕшĕнче Кăрмăш уесне кĕнĕ Ураскилт чиркӳ ялĕнче çуралнă.

1942-45 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Чăваш Енри тата Чулхула облаçĕнчи шкулсенче вăй хунă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕрентнĕ.

1991 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

Прохор Кононович чылай пьесăсемпе пĕр актлă драма хайлавĕсен авторĕ.

Ача-пăча валлии кĕнекесем çырса кăларнă: «Икĕ тĕлпулу» (1980), «Юратнă тусăмсем» (1982).

Кĕнекисем

  • «Çумăр тумламĕ»;
  • «Икĕ тĕлпулу» (1980);
  • «Япаласем ăçтан килнĕ»;
  • «Софрон Иванч ывăлне авлантарать»;
  • «Калавсемпе повеçсем» (1983);

Литература

  • Алексеев, А. Пултаруллă прозаик, драматург / А. Алексеев // Тăван Атăл. – 1995. – № 5. – С. 5.
  • Дедушкин, Н. С. Педагог, писатель // Дедушкин, Н. С. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. С. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 145-147.
  • Eмельянов, П. Вăтăрмĕш çулсенчи асар-писер : [асаилÿ] / П. Емельянов // Тăван Атăл. – 1990. – № 5. – С. 48-56.
  • Прохор Eмельянов : кĕске биографи // Ялав. – 1993. – № 7. – С. 25.
  • Терентьев, Г. Пултарулăх çулĕпе / Г. Терентьев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк районĕ). – 2008. – 26 утă.
  • Афанасьев, П. Емельянов Прохор Кононович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / Порфирий Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 131-132.
  • Кириллова, Т. И. Емельянов Прохор Кононович / Т. И. Кириллова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 566.
  • Ялгир, П. Емельянов Прохор Кононович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / Петр Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 35.

Чыслани

  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕ.
  • медальсем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads