Журуа (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Журуа́ (порт. Juruá) — Амазонкăн сылтăм юппи. Шыв Перури Ла-Монтанья патĕнче пуçланать. Малтан кăнтăртан çурçĕрелле юхать. Вăтам тата аялти юхăмĕнче юханшывăн кукăрĕсем нумай. Амазонка айлăмне Бразилин Акри тата Амазонас штачĕсем витĕр юхать. Амазонас штатĕнче хĕвелтухăç еннелле юхать, унтах Тараука сылтăм юппине йышăнать. Анатарах çур[ĕр-хĕвеланăç еннелле юхать. Шывăн нумайрах пайĕ çумăртан: кăрлачран çу уйăхĕччен шыв нумай, çурлатата авăн уйăхĕсенче шыв шайĕ чакать. Пурăнан вырăнсем юханшывăн вăтам юххинче вырнаçнă. 1823 çх тăршшĕ, Крузейру-ду-Сул муниципалитет таран юханшыв тăрăх карапсем çӳреççĕ. жеруапа Тефе ячĕллĕюппи хушшинче нефтьпа газ управĕ пур.

Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads