Зельдович Яков Борисович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Я́ков Бори́сович Зельдо́вич (пуш, 8 1914, Минск — раштав, 2 1987, Мускав) — совет физикĕ, 1946 çултанпа — СССР ĂА пайташ-корреспонденчĕ, СССР ĂА академикĕ (çĕртме, 20 1958).
Экстернлă Ленинград патшалăх университечĕн физика-математика факультетĕнче тата Ленинград политехника институчĕн физика-механика факультетĕнче вĕреннĕ, СССР ĂА Ленинградри химиллĕ физика институчĕн аспирантуринче (1934), физика-математика ăслăлăхĕн кандидачĕ (1936), физика-математика ăслăлăхĕн тухтăрĕ (1939).
Атом бомбине (çурла, 29 1949) тата водород бомбине (1953) СССР тăваканнисенчен пĕри.
Яков Борисовичăн паллăрах ĕçĕсем детонаципе, çуну пулăмне çырса кăтартнипе, тĕшĕллĕ физикăа, астрофизикăпа, гравитаципе çыхăннă. 1939—1941 çулсенче пĕрремĕш Я. Б. Зельдович тата Ю. Б. Харитон уран пайланăвĕн умлă-хыçлă реакцине шутласа хунă.
Зельдович тата Солпитер 1964 çулта тĕнчере пĕрремĕш (пĕр-пĕринчен уйрăмах) йывăр хура çăткăнсен таврашĕнчи аккреци дискĕсем квазарсен хăват çăлкуçĕсем пулаççĕ тесе малтанах сĕнӳ (халĕ ăна пурĕ те йышăннă) панă.
Р. А. Сюняевпа пĕрле ĕçлесе электронсен реликт пайăркисем саланса кайакан теорине тунă тата Сюняев-Зельдович эффекчĕ ятлă физика пулăмне тĕпчес умĕнех палăртса каланă.[1][2][3][4]
Remove ads
Кун-çулĕ
Чысĕсем
- Лăпкă океан астрономии пĕрлĕхĕн К. Брюс медалĕ (1983),
- Лондон патшалăх астрономи пĕрлĕхĕн ылтăн медалĕ (1984),
- И.В.Курчатов ячĕллĕ ылтăн медаль (1977).
- РĂА президиумĕ Я. Б. Зельдович А. А. Фридман ячĕллĕ парнепе 2002 «Эффект понижения яркости реликтового излучения в направлении на скопления галактик» ĕçĕсемшĕн чысланă.
Remove ads
Вĕренекенĕсем
- Дорошкевич Андрей Георгиевич
- Сюняев Рашид Алиевич
- Грищук Леонид Петрович
- Старобинский Алексей Александрович
Библиографи
- Зельдович Я. Б., Новиков И. Д. Строение и эволюция Вселенной. М., 1975.
- Я. Б. Зельдович, М. Ю. Хлопов, Драма идей в познании природы 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.. М., Наука, 1988 г., 240 с.
- Я. Б. Зельдович, И. М. Яглом, Высшая математика для начинающих физиков и техников 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.. М., Наука, 1982 г., 512 с.
Вуламалли
- Зельдович Яков Борисович. РĂА сайчĕ
Каçăсем
Çавăн пекех пăхăр
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads