Игнатьев, Ваçлей
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Игнатьев Василий Герасимович, (Ваçлей Игнатьев, 1934 çулхи авăнăн 2-мĕшĕ, Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕ — 2014 çул, юпа, 26, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш çыравçи. СССР ÇП пайташĕ (1967). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1991), Митта Ваçлейĕ парнин лауреачĕ[1].

Remove ads
Пурнăçĕ
Первомайски вăтам шкулĕнче тата Чăваш педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.
«Ялав» тата «Тăван Атăл» журнал редакцисенче ĕçленĕ. Чăвăш АССР ÇП проза уйрăмĕн литература ĕçтешĕ тата редактор вырăнĕнче вăй хунă. Çавăн пекех Пĕрлешĕвĕн правлени председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă.
Унсăр пуçне Чăваш кĕнеке издательствинче те ĕçленĕ.
Пултарулăхĕ
Чăвашла вулакан В. Игнатьевăн пултарулăхĕпе 1955 çулта “Ялав“ журнал урлă паллашать: кунта унăн “Пĕчĕк акăшсен ташши“ калавĕ пичетленнĕ. Çавăнтанпа вăл вуннăпиллĕк кĕнеке майлаштарать. Вĕсенчен чи паллисем: “Шăпчăк катинче“, “Ăçта–ши эсĕ, манăн юрату”, “Иккĕмĕш тĕлпулу”, “Канăçсăрсем”, “Каçхи сасăсем”, “Каçхи юр”, “Кăнтăр çеçпĕлĕ“, “Маттур иккен ман аппа”, “Сарри юратăвĕ“. Л. Толстойăн, А. Чеховăн, И. Франко, М.Горькин хайлавĕсене чăвашла куçарнă.
Remove ads
Вуламалли
- Автор çинчен // Игнатьев, В. Ăçта–ши эсĕ, манăн юрату / В. Игнатьев. – Шупашкар, 1990. – С. 254.
- Алексеев, О. “Сарри юратăвĕ“ / О. Алексеев // Хыпар. – 1994. – 6 авăн.
- Eмельянов, А. Пирĕн Ваçлей / А. Eмельянов // Хыпар. – 1994. – 1 авăн.
- Иванов, И. Калавçă ăсталăхĕ / И. Иванов // Ялав. – 1983. – № 12. – С. 24–26.
- Калав ăсти // Тăван Атăл. – 1994. – № 8.– С. 27–28.
- Осипова, E .Юратупа тивĕç / E. Осипова // Ялав. – 1984. –№ 9. – С.28–30.
- Федоров, Г. Чун пек кирлĕ ăнсăртлăх е пурнăç йĕрки–шавĕ / Г.Федоров // Тăван Атăл.– 1994.– № 8.– С. 8–9.
- Игнатьев, В. Несколько вопросов к юбиляру / В.Игнатьев ; беседовал М. Иванов // Совет. Чувашия. – 1994. – 1 сент.
- Теветкел, Н. Адл : стихотворение / Н.Теветкел // Наше слово (Мариинско– Посад. р–н).– 1997.– 12 июля.
- Федоров, Г. Необходимость случайности или закономерность жизни? / Г.Федоров // Лик Чувашии. – 1994. – № 6.– С. 113–119.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads