Игуасу (юханшыв)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Игуасу (юханшыв)map
Remove ads

Игуасу (юханшыв) — Бразили территоринчи юханшыв. Серра-ду-Мар тăвĕсенче Куритибаран аякра мар Ираипа Атуба пĕрлешсен пуçланса, Парана юханшыва Пуэрто-Игуасуран 18 км юхса кĕрет. Юханшыв тăршшĕ 1320 км.

Thumb
Шывсиккин Аргентина пайĕ, Бразили енчен пăхсан
Краткие факты Игуасу (юханшыв), Iguazú? ...

Тури юхăмĕнче нумай кукăрлă, 70 яхăн шывсикки вырнаçнă. Вăтам юхмĕнче Парана штатĕнче 500 км таран карапсем çӳреме пултараççĕ. Ку татăкра 30 яхăн юпă кĕрет. Анатри юхăмĕнче, Паранăна кĕричченех юханшыв тăрăх Бразилипе Аргентина чикки иртет.

Игасу Паран кĕриччен 30 км вырнаçнă хăйĕн шыв сиккипе паллă. Юханшыв кукăрĕн сарлакăше 4 км таран. Шыв сиккин нумайрах пайĕ Аргенитна территорнче вырнаçнă. Бразили енчен курма лайăхрах. Шыв сикки сарлакăшĕ 2.7 км, çӳллĕшĕ 75 м, шыв тăкакĕ - 1700 м³, нумай вăхăт çумăр çусан 7000 таран.

Игасу шыв сиккине 1542-мĕш çулта уçнă. 1984-мĕш çулта ЮНЕСКО ăна пĕтĕм тĕнче эткерĕ тесе йышăннă.


Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads