Идолга (сала)
Сарӑту облаҫӗн Татищево районӗнчи сала From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Идолга — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи вырнаҫнӑ сала. Идолга муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн администрациллӗ центрӗ.

Remove ads
Тавралӑх
Облаҫ центрӗнчен 31 ҫухрӑм кӑнтӑр-тухӑҫалла, район ценрӗнчен 6 ҫухрӑм кӑнтӑралла Идолга юханшывӗн хӗррисенче вырнаҫнӑ[1].
Кунҫул
1720 ҫулта Идолга хӗррисенче никӗсленӗ[1]. 1822 ҫулта салара Турӑ амӑшӗн Хусан турӑшӗ хисепленсе тӑнӑ чанпа православ чиркӗвӗ тунӑ. Креспоҫ йӗркин пӑрахӑҫланипе икӗ ял пӗрлешӗвӗ туса хунӑ. Сала Сарӑту кӗпӗрнин Сарӑту уесӗнчи Широкое вулӑсӗн йышне кӗнӗ.
1866 ҫулта салара пӗрремӗш шкул уҫнӑ, 20 ҫултан вара тепӗр шкул тунӑ. 1896 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче салара пысӑк пушар пулнӑ, ӑна пула 87 хуҫалӑх арканнӑ, ҫурлан 18 тата 19 тепӗр пушар пулнӑ. Пӗр ҫултан 4 пушар пулнӑ.
1897 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче салара халӑх вулавӑшӗ уҫнӑ, унӑн пуҫлӑх Лебедев В.П. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Идолгӑра 2,5 пин ытла ҫын пурӑннӑ. Икӗ ҫил тата шыв арманӗсем пулнӑ.
1917 ҫулта салана Совет влаҫӗ килчӗ. Кресчен депутачӗсен ял канашӗ туса хунӑ. 1918 ҫулта чухан комитечӗ йӗркеленӗ. Утӑра контрреволюци пӑлханӑвӗ пулнӑ, ӑна пусарнӑ.
1923 ҫулта Идолга Курдюм вулӑсӗн йышне кӗнӗ. 1930 ҫулта салара "Ӗҫ ялавӗ" колхоз ӗҫлеме пуҫланнӑ. 1932 ҫулта "Малта пыраканӑн ялавӗ" колхоз туса хунӑ. Механик арманӗ пулнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче чиркӳ аркатнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнче фронтра 167 Идолга ҫыннисем вилнӗ. 1950 ҫулта икӗ колхоз пӗр-перинпе ҫӗнӗ колхоза пӗрлештернӗ, вӑл "Ленин ячӗллӗ" ятлӑ. Вӗрентӳ-сӑнав вырӑнӗ, арат-ҫимӗҫ пахчи тунӑ. 1960 ҫулта ӑстаҫӑ ҫурчӗ уҫнӑ. 1988 ҫулта шкулшӑн ҫӗнӗ икӗ хутлӑ ҫурт тунӑ[2].
Remove ads
Халӑх
Вӗрентӳ
Салара вӑтам вӗрентӳ шкулӗпе (1988) ача пӑча сачӗ (1968) пур.
Паллӑ ҫынсем
- Королёв Владимир Витальевич (1983—2002) — Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ, Раҫҫей ҫарӗн рядовойӗ[5].
- Лапшёв Анатолий Алексеевич (1924—1945) — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр тата Ленин орденӗсемпе чысланӑ, Совет Пӗрлешӗвӗн Паттӑрӗ[6].
Фотогалерей
- Ял курӑмӗсем
- Шкул
- Вӑтам урам
- Чару
- Ача-пӑча сачӗ
- Администраци ҫурчӗ
- Ял кунҫулӗ
- ТҪАВ-ри вилнисен ят-йышӗ
- Хисеп Хӑми
- Культура ҫурчӗ
Асӑрхавсем
Каҫӑсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads