Ижедеров Фёдор Николаевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ижедеров Фёдор Николаевич (1922 çулта Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Ăрсиел ялĕнче çуралнă) — Совет Союзĕн Паттăрĕ, гварди лейтенанчĕ, взвод командирĕ.
Remove ads
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Вăл 1922 çулта Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Ăрсиел ялĕнче чăваш çемьинче çуралнă. 1927 çулта ашшĕпе пĕрле Тинĕсçум Енне куçса кайнă. Виневитиново станцинче 4 класа çити вĕреннĕ. Угольная станцинче маляр пулса ĕçленĕ.
Хĕрлĕ Çарта 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕщĕнче Шкатово военкоматĕнче илсе кайнă. Полк шкулне пĕтерсен 25-мĕш армин 760-мĕш стрелоксен полкĕнче салтак, кайран отделени командирĕ пулнă.
Пĕрремĕш çапăçăва 1942-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче лекнĕ. Взвод командирĕн çумĕпе взвод командирĕ, рота командирĕ пулнă.
Воронеж, Тĕп, 1-тата 4-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1943-мĕш çулта ССКП пайташĕ пулса тăнă. 5 хутчен аманнă.
1944 çулхи утăн 15-мĕшĕнче Тернополь облаçĕнчи Зборово районĕнчи Ярчовцы ялĕ патĕнче 320-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирĕ Ижедеров Ф.Н. стройран тухнă рота командирĕн вырăнне йышăнса тăшманăн темиçе контратакине хирĕçлессине йĕркеленĕ.
1944 çулхи утăн 17-мĕшĕнче ирхине Ижедеров 23 çын тăракан ушкăнпа Стрыпа юханшывĕ урлă ишсе каçнă, кайран 1,5 çх çити шуса кайса кĕпере ярса илнĕ, тăшманăн 7 контратакине сирсе янă, полка малалла кайма май туса панă.
1944-мĕш çулта командирсен пахалăхне ӳстерекен курсĕнче вĕренсе тухнă, ун хыççăн батальон командирĕн çумĕ пулнă. 1946 çулта запаса тухнă. Похвиçнĕ хулинче столяр пулса ĕçленĕ.
1988-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ. Тăван ялĕнче пытарнă.
Remove ads
Чыславсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ № 550;
- Ленин орденĕ (24.03.45);
- Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ (1 шай). (06.04.85);
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (04.03.43.
- Хастралăхшăн медаль (23.01.43).
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads


