Известия

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

«Изве́стия»1917 çулта йĕркеленĕ этем-пĕрлĕх-политика тата ĕçлĕ кашни кунхи раççей хаçачĕ. СССР тапхăрĕнче — Совет влаçĕн ерсе пыракан органĕсен, тĕслĕхрен, СССР Аслă Канашĕн, официаллă хаçачĕ. 1991 çулхи çурла уйăхĕнчен ирĕклĕ МИХ, 1996 çултанпа хаçатăн харпăрçисем — Раççейĕн тĕрлĕ бизнес-структурисем. Калараканĕ — УАО «Редакция газеты „Известия“».

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Известия (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты Тĕс, Формат ...

Хаçатăн тематики — Раççейри тата тĕнчери пулăмсене кăтартасси, аналитика тата комментарисем, бизнеспа экономикăна, этеплĕхпе спорт пурнăçне тишкерни. 19602000 эрнере пĕрре хаçатăн вырсарни кунхи хушма — «Неделя» (кăларăма 2006 çулхи кăрлачра çĕнĕрен пуçланă) тухнă. 2008 çул варринчен санкт-петербург хаçачĕ «Известия» те хăйĕн эрнекунхи хушмине пичетлет («Неделя-Петербург»).[2]

Хаçат пичетре те, тетелре те тухать. Калăпăш — 12-48 ярăм; эрнере пиллĕк тухать; формат — А2.

Хаçат редакцин президенчĕ — Владимир Мамонтов.[3]

УАО «Редакция газеты „Известия“» тĕп директорĕ — Юрий Чечихин.

«Известия» хаçатăн тĕп редакторĕ — Виталий Абрамов.

Remove ads

Хаçатăн кун-çулĕ

Çавăн пекех пăхăр

  • Челябинский рабочий — кашни кунхи этем-пĕрлĕх-политика хаçачĕ, 1917—1918 çулсенче «Известия» ятпа тухнă.
  • Неделя (хаçат) — эрнере пĕрре тухакан хушма

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads