Инза

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

И́нзаРаççей хули, Чĕмпĕр облаçĕн Инза районĕн административлă тĕпĕ.

Халăх йышĕ — 19,7 пин çын (2005).

Тавралăхĕ

Хула Вăтам Атăлçире, Инза шывĕ çинче, Чĕмпĕртен кăнтăр-анăçалла 167 çм вырнаçнă. Пысăк чукун çул çыххи шутланать.

Кун-çулĕ

Хулана 1897 çулта чукун çул çумĕнчи посёлок шайĕпе никĕсленĕ. Ятне Инза юханшывран туяннă. Ирçĕлле «инзеень» — «шупка хĕрлĕ».

1926 çулта Инза ĕç посёлокĕ, 1929 — район тĕпĕ, 1946 — хула.

Хуçалăхĕ

Инза — Чĕмпĕр облаçĕн промăçлăх тĕпĕсенчен пĕри. Тупăçлакан заводсем:

  • Инза йывăç тăвакан завочĕ
  • Диатом комбиначĕ (Раççейре чи пысăкки)
  • Инза тĕртмен материалсен фабрики

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads