Йĕпреç районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Йĕпреç районĕmap
Remove ads

Йĕпреç районĕ (чăв. Йĕпреç районĕ) — Чăваш Енĕн (РФ) администрацилле-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленӳе (муниципаллă район). Чăваш Енĕн варринчен кăнтăралла вырнаçнă.

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Thumb
Йĕпреç районĕн картти

Администраци центрĕ — Йĕпреç паçулăкĕ.

Лаптăкĕ — 1201,2 км² (пĕтĕм республикăран 6,5%). Хăйĕн лаптăкĕпе вăл Улатăр районĕнчен анчах пĕчĕк. Çӳрçĕр енче Вăрнарпа Канаш районĕ вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Комсомольски районĕ, кăнтăр енче — Улатăрпа Патăръел районĕсем, хĕвеланăç енче вара Пăрачкавпа Çĕмĕрле районĕсем.

Район администрацине Шупашкар хулинчен 114 çухрăмра тăракан Йĕпреç поçолăкĕнче вырнаçтарнă.

Район пуçлăхĕ — Петров Анатолий Иванович. Район хаçачĕ "Çĕнтерӳшĕн" ятлă.

Remove ads

Пурăнан залăх

1991 çулăн кăрлачăн 1 районта 28, 5 пин çын пурăннă, вĕсенчен хула çыннисем — 11,5 пин (40%), ял çыннисем — 17,0 пин (60%). Хула çыннисем Пăвакассипе Йĕпреç поселокĕсенче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 56 ялта, хăшĕсенче вăтамран 327 çын пурăнать. Халăх плотносĕ 1 тăваткал çухрăм çине 22,9 çын килеть. 83% — чăвашсем. Çынсем сарăлас енĕпе ку район сахал çынлисем шутне кĕреть.

Çутçанталăк

Йĕпреç районĕ Чăваш платойĕн тăрăхĕнче вырнаçнă. Çӳрçĕр енче 30-80 метрпа вылякан сăртлă плато. Юханшывсемпе çырмасем питĕ нумай. Ытти лаптăк — пăр кайнă хыççăн пулнă сăртлă тӳремлĕх. Йĕпреç районĕнче кирпĕч чĕр таварне кăлараççĕ, тата çунакан сланецсемпе фосфоритсене тупкалаççĕ.

Йĕпреç районĕнче вăтам континент климачĕ. Температура вăтамран кăрлач уйĕхĕнче -13°С, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи пĕчĕк палăртнă температура -42 °C, чи пысăкки — 37 °C. Вăтамран юр-çумăр 500 мм таран ӳкет, ытларах енĕпе çулла.

Район тăрăх пĕчĕк юханшывсем юхаççĕ: Хĕр (Сăрăн сылтăм юппи), Кушлавăш (Кĕçĕн Çавалăн сылтăм юппи), Кĕтне (Сĕвен сулахай юппи), Хум (Кĕтнен юппи). Çавăн пекех Пăлапа Вăрăм юханшывсем юхаççĕ, вĕсен район тăрăхĕнчи вăрăмĕшĕ кĕске. Кӳлĕсем районта сахал, пуррисем те пĕчĕк. Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерме Хĕр юханшывĕ çинче шывпуххи тунă.

Remove ads

Истори

Района 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5 туса хунă.

2008 çулта районта сывă йĕркепе пуранакансем валли спорт комплексне уçнă.

Администациллĕ пайланни

Паллă çынсем

Çав. пекех

  • Йĕпреçри вĕçев шкулĕ

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads