Кăшлавçăсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Кăшлавçăсем (лат. Rodentia) — сĕт ĕçекенсен чи йышлă ушкăнĕ. Mammal Species of the World (2005) хыпар кĕнекинче 2277 кăшлакан чĕрчуна асăннă[1]. Çак ушкăна кĕрекенсем диастемăпа тата çӳлти тата аялти янахсенче пĕрер мăшăр шултра касав шăлсемпе уйрăлса тăраççĕ.
Пур çĕрте те сарăлнă, хăшпĕр утрав çинче, çаплах Антарктидăра çеç çук.
Сăнĕ-тĕсĕ
Кăшлакан чĕрчунсен кĕлеткисем пысăках мар, 5 см хăшпĕр шăшин, 130 см капибарăн[2]. Вăтамран, 50 см ытла мар[3]. Хӳри қелеткинчен чылаях вăрăмрах (пĕчĕк шăшисен тата тушканчиксен), çаплах пачах та çук пулать[2].
Пысăкăш

Çынпа хутшăнни
Чир-чĕр ертекенсем
Этемпе юнашар пурăнакан кăшлавçăсем, килте-и е тискер чĕрчунсем-и - чире саракансем шутланаççĕ[4]. Сăмахран, кăшлакан чĕрчунсем яланах листери инфекцине ертеççĕ[5]. Унсăр пуçне вĕсен шăкĕнчи шурри е юн шывĕ аллерги тăваççĕ[4].
Пăрăнтăксем çутçанталăкра сахалтан та 8 хăрушла чире чĕртекене, вĕсен хушшинче сăвăс энцефаличĕ, риккетсиоз, токсоплазмоз тата ур., ертеççĕ[6] Сăвăрсем çутçанталăкри бубон чумине куçараççĕ.[7]
Ял хуçалăхĕнче сиен кӳрекенсем
Remove ads
Кăшлавçăсем культурăра
Миниатюрăсем çинче
Тĕрлĕрен кăшлавçăна марккă, вак укçа тата паллăх медалĕсем çинче чылай патшалăхра ӳкернĕ. Çапла, сăмахран Раççей банкĕ 2008 çулхи утăн 1-мĕшĕнче «Сохраним наш мир» вак укçа серинче хаклă металран çапнă 8 паллă вак укçа хушшинче ахаль хăнтăра кăтартнă. Мăйăр катакан пакшана 1992 çулта пичетленĕ 50 пуслă беларус купюрин аверсĕ çинче пур[8].
Геральдикăра
- Коми Республикинчи Кулом вăрри районĕн гербĕ çинче пакша урисемпе мăйăра тытса тăрать, çак ĕнтĕ кунти вăрман пуянлăхне палăртать[9].
- Сарăлнă геральдика чĕрчунĕ — хăнтăр. Унăн сăнарне Европăри темиçе хулан гербĕ çине вырнаçтарнă: Омли, Норвеги; Беверн, Германи; Биберштайн, Швейцари; Ломжа, Польша; Тĕмен, РФ; Веброн, Франци.
Асăрхавсем
Литература
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads