Кадыров Рамзан Ахматович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Рамза́н Ахма́тович (Ахмад-Хаджиевич) Кады́ров (чеч. КъадиргӀеран Ахьмад-Хьаьжин Рамзан, выр. Рамзан Ахматович Кадыров; юпа, 5, 1976, Центарой (Центорой), Курчалой районĕ, Чечен-Ингуш АССР, РСФСР, СССР) — раççей патшалăх тата политика ĕçченĕ, Чечен Республикин пуçлăхĕ 2007 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнченпе (2007—2011 çулсенче — Чечен Республикин президенчĕ), «Пĕрлĕ Раççей» парти аслă канашĕн бюровĕн пайташĕ, Раççей Федерацин Паттăрĕ (2004). Раççей Федераци йышĕнчи Чечен Республикин пĕрремĕш президенчĕн, Ахмат Кадыровăн ывăлĕ.
Пĕрремĕш чечен вăрçинче федераци çарĕсене хирĕçле çапăçнă, Иккĕмĕш чечен вăрçинче федераци правительстви енне куçнă.
Чечен Республики президенчĕн хăрушсăрлăх хĕсмечĕн ертӳçи пулса тăрăшнă, каярах Чечен Республики правительствин председателĕ пулса ĕçленĕ. 2007 çултанпа Чечен Республикине ертсе пырать. Полици генерал-майорĕ[3].
Remove ads
Биографи
Каланӑ сӑмахсем
2023 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче тӳре-шаран ачи чеченла пӗлмесен ӑна ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ[4]:
Чечен чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе эпир пысӑк ӗҫсем туса ирттеретпӗр. Анчах чылай чухне ман командӑна кӗрекен ҫынсен ачисем чечен чӗлхине пӗлмеҫҫӗ. Унашкаллисене эп хамӑн командӑран кӑларма пуҫлӑп. Тӑван чӗлхене чи малтан ашшӗ-амӑшӗ вӗрентмелле. Ача пахчисемпе шкулсенче вырӑсла вӗрентеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ чылай чухне ҫакна ырлать. Ҫавна май ачасем вырӑсла та шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ. Чеченла калаҫман тата шухӑшламан ӑрӑвӑн пуласлӑх ҫук
Вырӑс политологӗсем ҫакна вӑйлӑ тиркенӗ. Кунашкал йӗрке халӑха икке пайлани ҫинчен, чечен чӗлхи вӑй официаллӑ статуса (Чечня Республикинче чечен чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулать пулин те) куҫни пирки пӑшӑрханнӑ[5].
Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads