Калентьева Ирина Николаевна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Калентьева Ирина Николаевна
Remove ads

Ирина Николаевна Калентьева (çуралнă чухнехи хушамат Ягупова) (10.11.1977, Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çур. ) — сăрт велосипечĕпе (маутинбайк) ярăнакан спортсмен, тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи (1997—2001), кросс-кантрипе тĕнче чемпионĕ (2007), Пекинти XXIX çуллахи олимпиадăра йĕс медаль илнĕ (2008).

Краткие факты Пайăр хыпар, Арлăх: ...
Калентьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ спорт ăсти.

Тренерĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ Владимир Николаевич Краснов.

Remove ads

Кун-çулĕ

1977 çулхи чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă.

Сиднейри олимпиадăра резервра пулнă. Афинăпа Пекинри олимпиадăсене хутшăннă.

Çитĕнӳсем

  • Тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи (1997—2001);
  • Европа чемпионачĕн йĕс медалĕ (2001);
  • Европа чемпионачĕн кĕмĕл медалĕ (2003);
  • Тĕнче кубокĕн этапĕсен çĕнтерӳçи (2004, 2005, 2007);
  • Маунтинбайкпа тĕнче чемпионачĕн йĕс медалĕ (2004, 2006, 2008);
  • Тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл медалĕ (2001, 2005);
  • Кросс-кантрипе тĕнче чемпионĕ (2007);
  • Пекинти XXIX çуллахи олимпиадăра йĕс медаль илнĕ (2008).

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads