Капаев Иса Суюнович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Капаев Иса Суюнович (çĕртме, 16, 1949, Эркин-Юрт) — нухай çыравçи тата публицисчĕ. Карачай-Черкеси халăх çыравçи.

Капаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...
Remove ads

Биографи

Иса Капаев Эркин-Юрт аулĕнче (халĕ Карачай-Черкесин Нухай районĕ) 1949 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ — С. И. Капаев.

Ростоври çурт-йĕр тăвăм инженер институтĕнче тата Мускаври А. М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕненсе тухнă. «Ленин йолы» хаçатра вăй хунă.

Пултарулăхĕ

Пĕрремĕш калавне Капаев 1968 çулта пичетленĕ. 1970-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «Дон», «Дружба народов», «Знамя», «Юность» литература журналĕсемпе ĕçленĕ. Уйрăммăн пĕрремĕш кĕнеки — «Куржын» — 1975 çулта тухнă.

1970-мĕш çулĕсен вĕçĕнче — 1980-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче унăн «Сказание о Сынтаслы», «Салам, Михаил Андреевич!», «Гармонистка» повеçĕсем тата «Вокзал» романĕ куе çути курнă. Çыравçăн пултарулăхĕнче «Книга отражений» роман (1989, 1991) паллă вырăн йышăнать.

1990-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Капаев публицистикăпа хăтланма тытăнать. Çаплах вăл вырăс чĕлхиллĕ «Половецкая луна» нухай журналне йĕркелесе яраканĕ тата тĕп редакторĕ шутланать.

2000 çулта Капаевăн «Уплывающие тени» кĕнеки тухнă, унта пĕр ятлă повеçпе «Мародёры Великой степи» эссейĕ тухнă .

Капаевăн хайлавĕсене пăлхар, казах, каракалпак, поляк тата вырăс чĕлхисене куçарнă.

Remove ads

Çемье

  • Арăмĕ — нухай сăвăçи Кельдихан Кумратова (1944—2003), виççĕ ача.
  • Ашшĕ — Капаев Суюн Имамалиевич (1927—2001), нухай çыравçи тата сăвăçи, Карачай-Черкеси халăх çыравçи.

Литература

  • Литературы народов России: XX в.: Словарь / ред. Н. С. Надъярных. — М.: Наука, 2005. — 1100 экз. — ISBN 5-02-010208-3

Асăрхавсем

Каçăçем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads