Карăкçырми (Хĕрлĕ Чутай районĕ)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Карăкçырми (Хĕрлĕ Чутай районĕ)map
Remove ads

КарăкçырмиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял.

Краткие факты
Remove ads

Тавралăхĕ

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Ялта икĕ урам: Тĕп тата Вăрманкасси урамĕ. Тĕп урамĕ малтан пуçланса кайнă. Вăрманкасси урамĕ вырăнĕнче вара вăрман ларнă. Ял сарăлса пынипе вăрман касса çуртсем ларта пуçланă.

Ял вырăнĕсем

Паян кун та ялтан инçе мар вăрман ларать, çырма-çатрасем те сахал мар. Çав çырма-çатра ячĕсем те сыхланса юлнă:

  • Утар çырми.
  • Ванька варĕ. Ӗлĕкех унта Ванькка ани пулнă. Хуçи вилсен, анине никам та пăхманнипе çырмаланса кайнă. Çавăнпа çырмине «Ванька варĕ» тенĕ.
  • Танила варĕ. Ӗлĕк унта Танила ани пулнă. Хуçи вилсен, анине никам та пăхманнипе вăл та çырмаланса кайнă. Çавăнпа çырмине «Танила варĕ» тенĕ.
  • Вилнĕ çын варĕ. Виле тупăкĕн турпасĕсене кашни урам пĕр çырмана кайса пăрахса çунтарнă, çавăнпа та çав çырмана çапла ят панă.
  • Сахмăрса
  • Йӳçĕ.
  • Хорăн вар. Унта çăлкуç пулнă тата пĕртен пĕр хурăн ӳснĕ.
  • Коккăр вар.
  • Така варĕ.
  • Монча варĕ.
  • Хăнатар (юханшыв ячĕ).
  • т.ыт.те.

Кун-çулĕ

Ку яла епле пулса кайни пирки икĕ тĕрлĕ халап çӳрет.

Пĕр халап тăрăх ял вырăнĕ питĕ çырма-çатраллă, шывлă вырăн пулнă, юнашарах вăрман ларнă. Çав çырма-çатрасенче карăксем пурăннă. Çавăнпа ăна пĕр вăхăт хушши Карăк çырми тенĕ, каярахпа ă саспаллийĕ тухса ӳкнĕ те Карк çырми пулса тăнă.

Иккĕмĕш халапĕ тăрăх юнашар вăрманта хура курак нумай пулнă. Çавăнпа ăна малтан Корак çырми тенĕ, вăхăт иртнĕ çемĕн Карк çырми теме тытăннă.

Remove ads

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads