Каспля (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Каспля — Раççейпе Беларуç юханшывĕ, Хĕвеланăç Двинан (Даугава) сулахай юппи.
Юханшыв вăрăммашĕ — 224 çм, бассейн лаптăкĕ — 5410 çм². Малтанхи 157 çм Раççейпе (Смулен облаçĕ), юлашкинчен Беларуçире (Витебск облаçĕ) чупать. Каспля (54°59′00″ с. ш. 31°38′00″ в. д.HGЯO) кӳлĕрен (хăш тĕпчевçĕсем Каспля кӳлĕне тултаракан Клёц юханшыва пуçламăшĕ теççĕ) тапса тухать, Хевеланăç Двинана Сураж (Витебск облаçĕ) умĕнче юхса кĕрет.
Каспля çинче Демидов хули ларать. Демидов çумĕнче çыранĕ шурлăхлă.
Кейӳ Руçĕн тапхăрĕнче, юханшыв «Варягран грека» çулăн кирлĕ пайĕ шутланнă, мĕншĕн тесен Гнёздово районĕнче, Смуленран 14 çм анăçалла, Тăнаварпа Каспля хушшинче çĕрпе кимĕ турмалли вырăн пулнă.
Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads