Катар

From Wikipedia, the free encyclopedia

Катар
Remove ads

Катар (арап. قطر‎‎, вуланать: ˈqɑ̱.tˁɑ̱r) — Азире вырнаçнă патшалăх.

Thumb

Халăхĕ

Вырăнти арабсем шучĕ 40 %. Çапла та Пакистанран (18 %) те, Индирен (18 %), Иранран (10 %), тата ытти араб çĕршывĕсенчен тухса килнисем пурăнаççĕ. Официаллă чĕлхи — араб чĕлхи, анлă сарăлнă акăлчан чĕлхи. Патшалăх тĕнĕ — ислам, суннит енлĕ, иранецсем — шиитсем. 90 % яхăн халăхĕ шĕкĕр хулара тата унăн тулашĕнче пурăнать. Кунта нефть промыçлине килекен иммигрантсем халăх шутне питĕ ӳстереççĕ.

Remove ads

Истори

Тулашри политикăра Саудсен Арави енне пăхать. Катар — одно из самых «открытых» арабских сообществ. Кунта вырăнти телеканал «Аль-Джазира» ĕçлет. Укçа — Катар риалĕ. Наци уявĕ — авăн, 3 (Ирĕклĕх Кунĕ).

Çутçанталăкĕ

Çĕршывăн пĕтĕм çĕрĕ тенĕ пекех пушхир. Çурçĕрте — лутра хăйăрлă сайра оазиссемлĕ айлăм, куçса çӳрекен хăйăрсемлĕ(эолсем); çурутравăн варринче — чуллă пушхир, тăварлă вырăнĕсемпе; кăнтăрта — çӳллĕ хăйăр сăрчĕсем. Климачĕ континентлă тропиклă, типĕ. Çулла температура сайра мар +50 °C çити хăпарать. Çурутрав шыв енчен чухăн. Пĕрмай юхан шывсем çук, чылай шывне тинĕсрен кăларса тăварне уйăрса илеççĕ. Çĕр айĕнчи шыв çăлкуçĕсем тата оазиссем çурçен енче пулаççĕ. Чĕрчунсем енчен чухăн.


Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads