Кашуп чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Кашу́п чĕлхи (урăхла ячĕсем: помор чĕлхи, померан чĕлхи) (каш. kaszëbsczi jãzëk, pòmòrsczi jãzëk, kaszëbskò-słowińskô mòwa) — лехит ушкăн пайĕнчи анăç славян чĕлхи, Гданьскран анăçалла тата кăнтăралла сарăлнă. Кашупла куллен 50 пине яхăн çын калаçать, 150 пине яхăн çын чĕлхене пĕлет.

Кашуп чĕлхине чи çывăххи — поляк чĕлхи, сăмахсар янти-пурлăхĕ чылай пĕрлĕ пулать. Çаплах кашуп чĕлхин грамматикипе сăмах тăвасси поляк чĕлхинчен пулса тухать.
XV ĕмĕртенпе кашуп чĕлхинче поляк орфографийĕ тĕслĕ латин шрифчĕпе усă кураççĕ .
…..
Анчах та çырун универсаллă йĕркесем çирĕпленмен, çавăнпа кашуп çыравçисем халичченех тĕрлĕ диалектсемпе, пуплевсемпе усă кураççĕ. Паллă кашуп çыравçи — XIX ĕмĕрте хайланă Флориан Цейнова, вăл литература кашуп чĕлхине поляк енчен уйăрать.
Поляксем чылай хушă кашуп чĕлхине поляк чĕлхин диалекчĕ тенĕ.
Кашуп интеллигенцийĕ паянкунра хăйсен чĕлхине виçе никĕсне кĕртесшĕн. Кашуп чĕлхипе хăш шкулсенче вĕрентеççĕ, радио- тата телекăларăмсем тухаççĕ. Хăш хуласенче (тĕслĕхрен Ястарня) икĕ чĕлхеллĕ çул кăтартăвĕсем пур.
Remove ads
Алфавичĕ
A a | Ą ą | Ã ã | B b | C c | D d | E e | É é |
Ë ë | F f | G g | H h | I i | J j | K k | L l |
Ł ł | M m | N n | Ń ń | O o | Ò ò | Ó ó | Ô ô |
P p | R r | S s | T t | U u | Ù ù | W w | Y y |
Z z | Ż ż |
Каçăсем
- Cassubia Slavica 2006 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кашуп Википеди уйрăмĕ
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads