Кивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Кивĕ Эйпеç (выр. Старые Айбеси) — Чăваш Енĕн Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн ялĕ. Ялта вăтам шкул, вулавăш, почта уйрăмĕ, врач офисĕ, культура çурчĕ, ача-пăча сачĕ, Чапаевка вăрман хуçалăхĕ, лавкасем пур.

Remove ads
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
1061 çын (2006) пурăнать. Ленин, Николаев, К. Маркс, Шкул, Пионерсен, Çамрăксен, Октябрь, Пульницă урамĕсем.
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 880 çын, çав шутра 446 арçын, 434 хĕрарăм пурăннă[1].
Кун-çулĕ
170 çул патнелле хальхи Елчĕке Йĕпреç яленчен тухнă хресченсем никĕсленĕ[2]. 1880 çулта 92 килте 303 арçынпа 265 хĕрарăм пурăннă. 1897-мĕш çулта 121 килте 393 арçынпа 404 хĕрарăм.
1840-мĕш çулта халăх шкулĕпе чиркӳ уçăлнă.
1917 çулчен Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесĕн Тархан вулăсне кĕнĕ.
1920-мĕш çултан Çĕрпӳ уесне, 1921-1927- Патăръел уесĕн Турхан вулăсне, 1927 çултанпа Улатăр районне, 1939-мĕш çултанпа Первомайски районне, 1959 çултанпа - Патăръел районне, 1959 çултанпа Улатăр районне кĕрет[3].
Remove ads
Паллă ентешсем
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads