Кинетикăлла энерги

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Кинетикăлла энерги — уйрăм материаллă пăнчăн е материаллă пăнчăсен механикăлла тытăм пулса тăракан ушкăнĕн куçăмĕн виçине палăртакан скалярла функци; вăл çав материаллă пăнчăн е пăнчăсен хăвăртлăхĕсен модулĕсенчен тата массисенчен çеç килет[1]. Куçнă чухне тивекен вăйсен ĕçĕ материаллă пăнчăн е пăнчăсен кинетикăллла энергине хушма каять[2].

Палăртнă тăрăх, массăллă материаллă пăнчăн кинетикăлла энергийĕ çапла пулать

,

пăнчăн хăвăртлăхне яланах, чĕмсĕрлĕх йĕркипе е ятарласа палăртсах, çутă хăвăртлăхĕнчен чылай пĕчĕкрех тесе шутлаççĕ.

Материаллă пăнчăсенчен тăракан механикăлла тытăмăн кинетикăлла энергийĕ сумма пек çырăнать

, е, тепĕр майлă, ,

кунта индекс материаллă пăнчăсене нумерацилет.

Remove ads

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads