Князькин Николай Григорьевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Николай Григорьевич Князькин — Совет Союзĕн Паттăрĕ [1], аслă сержант, танкист. Вăл 1919 çулта Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Чăваш. 1934-мĕш çулта тăван ялта 7-çулхи шкул пĕтернĕ. "Труд" колхозра шофер пулнă, 1938-мĕш çулта вербовкăпа Иркутск хулине кайса шофер пулса ĕçлет. 1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хесмете чĕнеççĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăрать. Вăрçă пуçлансан механик-водителе вĕренме яраççĕ, кайран уралти танк тăвакан завода куçараççĕ.
Пĕр тăванĕ вилсен хăйне фронта яма ыйтать. Днепр юханшывĕ урлă каçнă чухне, Букрин тата Лютеж плацдарăмĕсенчи çапăçусене хутшăнать.
Кейӳ облаçĕнчи Мироново районĕнчи Малый Букрин патĕнчи çапăçура 2 тупă, 2 перекен вырăна, ротăна таран пехотăна пĕтерет. Хотив ялĕ патĕнчи çапăçура 2 тупă, 30 таран лаша урапи тата тăшманăн 3 огнеой точкине пĕтерет. Çав çапăçура вилет. Хотив ялĕнче пытарнă[2], [3].
Remove ads
Чыславĕсем
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads