Кокель Алексей Афанасьевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кокель Алексей Афанасьевич
Remove ads

Кокель Алексей Афанасьевич (1880, пуш, 13, Пăва уесĕ, Турхан ялĕ (халĕ Чăваш Ен, Патăръел районĕ) — 1956, нарăс, 4, Харьков, УССР) — ӳкерçĕ, график, профессор. CCCР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1932).

Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Кокель пӑхӑр.
Remove ads

Пурнăçĕ

1880 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пăва уесĕн Турхан ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Патăръел районне кĕрет) çуралнă.

1903 çулта Санкт-Петербургри укерӳ шкулĕнче вĕренсе тухнă. 1912 çулта И.Е.Репинпа Д.Н.Кардовский ăста лаççинче Аслă ӳнер шкулĕнче пĕлӳ ӳстернĕ. "В чайной" конкурслă (дипломлă) ĕçĕшĕн Алексей Кокеле Италине пенсионер енĕпе хăйĕн ӳкерçĕ ăсталăхне пахалатма янă. "В чайной" ĕçĕ 1913-1914 çӳлсенче Мюнхенри тата Венеци мĕнпур тĕнчери куравсенче кăтартнă.

1916-1921 çулсенче Алексей Кокель Харьков ӳнер шкулĕнче вĕрентекен пулса, 1918-1922 çулсенче Çар-ĕç тăрăхĕн коммисариачĕн ӳнер секцин ертӳçи пулса ĕçленĕ.

1921-1923 çулсенче вăл пуçарса янипе Харьков ӳнер институтне туса хунă. Вăлах çав институтăн ректорĕ пулнă. 1923-1956 çулсенче вăл институтăн живописьпе ӳкерчĕк кафедрин ертӳçи пулнă.

Çавăн пекех Алексей Кокель Червонлă Украинăн ӳкерçисен пĕрлешĕвне туса хураканĕ.

1956 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Харьков хулинче вилнĕ.

Remove ads

Пултарулăх

Thumb
Колхоз пасарĕ (1934), пир, çу, 4мх3м

А. А. Кокель ĕçĕсен пухмачĕ Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче упранать.[3]

  • «Портрет чувашской женщины» (1906)[4]
  • «Уральские заводы» (1908)
  • «В чайной» (1912)[4]
  • «Итальянцы» (1913)[4]
  • «Семейный портрет» (1914)
  • «Из чувашской сюиты»(1919)
  • «Извозчик» (1919)[4]
  • «Венчание. Чуваши» (1920)
  • «Старый рабочий» (1927)
  • «На посту» (1927)
  • «Награждение ударницы» (1930)
  • «Колхоз пасарĕ» (1934)
  • «Ликбез» (1935)[5]
  • «На соляных промыслах» (1936)
  • «Зима» (1943)
  • «Донец» (1955)
Remove ads

Асăнмалăх

Вуламалли

  • Алексей Афанасьевич Кокель: Воспоминания современников и учеников.– Чебоксары: Чуваш. кн. изд–во, 1980.– 104 с.: ил.
  • Кокель А.А. Алексей Афанасьевич Кокель: Выст. произведений, посвящ. 100–летию со дня рождения худож.: Каталог / А.А.Кокель.– Чебоксары; Киев; Харьков, 1980.– 30 с.
  • Садюков Н. И. Алексей Афанасьевич Кокель (к 125-летию со дня рождения) // Халăх шкулĕ=Народная школа. – 2004. – № 6.
  • Кушманов Н. Кокель: Поэма / Н.Кушманов.– Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. – 128 с.
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads