Коккинаки Владимир Константинович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Владимир Константинович Коккинаки — вĕçевçĕ-тĕпчевçĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ (1938, 1957), СССР тава тивĕçлĕ вĕçевçĕ-тĕпчевçи (1959), авиаци генерал-майорĕ (1943). Владимир Константинович 1904 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Новороссийск хулинче çуралнă. 1985 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Мускавра унăн чĕри тапма чарăннă.
Remove ads
Пурнăçĕнчи ĕçĕсем
- 1936 çулхи ака, 20 кунĕнче çĕршывра пĕрремĕш Нестеров ункине икĕмоторлă самолёт çинче вĕçевре туса кăтартнă.
- 1938 çулхи çĕртме, 27-28 ЦКБ-30 «Москва» самолёт çинче А.М. Бряндинский штурманпа пĕрле пĕр анса лармасăр Мускавран – Аякри Тухăçа 7580 çм вĕçсе тухнă.
- 1939 çулхи ака, 28-29 ЦКБ-30 «Мускав» самолёчĕ çинче М.Х. Гордиенко штурманпа пĕрле Мускавран АПШ-на çити пĕр анмасăр 8000 км вĕçсе çитнĕ.
Коккинаки 22 тĕнчери рекордсене пурнăçа кĕртнĕ.
Çĕнĕ тĕслĕ самолетсене тĕпчекенсен пуçлăхĕ (1941-1945) пулса ĕçленĕ. Тĕнчери авиаци федерацийĕн вице-президенчĕ (1961), президент, 1968 çулхи раштав уйăхĕнчен — хисеплĕ президенчĕ.
Remove ads
Хисепĕсем
- Ленин премийĕ (1960).
- Ленин орденĕ
- Октябрь Революци орденĕ,
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ, 3 хут,
- 1-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн вăрçи орденĕ, икĕ хут
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,тăватă хут
- медальсем,
- ютçĕр чап паллисем.
- 1965 çулта ФАИ Авиацин Ылтăн медальне тивĕç пулнă.
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads