Вутлă хӳре

From Wikipedia, the free encyclopedia

Вутлă хӳре
Remove ads

Вутлă хӳре е Комета (гр. κομήτης хӳреллĕ, символĕ: ☄), — Хĕвел системин тĕтре евĕрлĕ объекчĕ. Вăл пуçĕнчен тата хӳринчен тытăнса тăрать.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Комета (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Thumb
Хейл-Бопп комети

Комета пуçĕ, е «кома», — кометăн чи çутă пайĕ. Унăн варринче темиçе километра тăсăлакан хытă япалалăх. Çав тĕшĕ пăрпа чул катăкĕсенчен тăрать. Хӳри вара — темиçе миллион километра тăсăлакан тусанпа газ хутăшĕ.

Remove ads

Пĕрлехи хыпарсем

Вăрăм тапхăрлă кометăсем пирĕн пата Оорт пĕлĕтĕнчен вĕçсе килеççĕ, пулас, унта çав тери нумай комета тĕшши. Хĕвел системин аяк енĕсенчи кĕлеткесем, яланхилле, вĕçекен япалалăхсенчен (шыв, метан тата урăх газсен) тытăнса тăраççĕ, Хĕвел патне çывхарсан вĕсем пăсланса каяççĕ.

Хальхи саманта 400 ытла кĕске тапхăрлă кометăна тупса палăртнă[1].

Комета тытăмĕ

Комета тытăнса тăракан тĕп газсем[2][3]

Подробнее Атомсем, Молекулăсем ...

Йĕтре

Тĕп статья: Комета йĕтри
Thumb
Темпель 1-мĕш кометин йĕтри («Дип Импакт» аппарат тунă фото)

Йĕтре — коетăн хытă пайĕ, унта мĕнпур масси тенĕ пекех вырнаçнă. Хальхи саманта кометăсен йĕтрисене телескопи меслечĕпе тĕрĕслеме май çук, мĕншĕн тесен вĕсем талкăшпех çутăлса тăракан материпе витĕннĕ.

Хӳре

Тĕп статья: Комета хӳри

Ялкăш кометăсем Хĕвел патне çывхарнă чухне «хӳре» — çутăлакан ярăм — тăсăлма тытăнать, хĕвел çилĕпе çутă пусăмĕ хĕснипе вăл Хĕвелтен тепĕр еннелле сулăннă.

Remove ads

Çавăн пекех

  • Пысăк комета
  • Кĕске тапхăрлă кометăсен ят-йышĕ
  • Вăрăм тапхăрлă кометăсен ят-йышĕ
  • Кома
  • Комета хӳри

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads