Коминтерн (Татищево районӗ)
Сарӑту облаҫӗн Татищево районӗнчи посёлок From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Коминтерн — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи Садовый муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче вырнаҫнӑ посёлок[1].

Remove ads
Тавралӑх
Татищевӑран 38 ҫухрӑм ҫурҫӗр-анӑҫалла вырнаҫнӑ. Посёлок Кӗҫӗн Идолгӑн ҫурҫӗр ҫырмин хӗрринче лартнӑ[1]. Коминтернпе юнашар ялсем: Садовый, Полянское, Кологривовка, Кологривовка, Кологривовка вӑрманлӑхӗ, Петров, Слепцовка, Мӑн Осиновка, Карякино.
Кунҫул
1911 ҫулта посёлокӑн вырӑнӗ Аткарск уесӗн йышне кӗнӗ, унӑн архивӗсенче Кологривовка станцийӗ (3 кил хуҫалӑхӗ) патӗнчи "ятсӑр татнӑ вырӑнӑн посёлокӗ" (22 арҫынпа тата 28 хӗрарӑмпа 8 кил хуҫалӑхӗ)[2] пур[3]. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хальхи Коминтерн посёлокӗн вырӑнӗнче Водинский улпутӑн хуторӗ пулнӑ (Водинский хуторӗ). Хуторӑн юлашки улпучӗ Келер хӗрарӑм улпут пулнӑ, 1916 ҫулта вӑл хутортан кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра хутортан Языковкӑна нимӗҫ колонисчӗсен харпӑрлӑхӗнче ҫул пулнӑ, унтан вӑл хуторӑн анӑҫ пайӗ пулса тӑнӑ. 1917 ҫулта хуторта саккӑр кил хуҫалӑхӗ пулнӑ[4]. 1921 ҫулта хутора Курдюмпа Кологривовкӑран ик-виҫ кил-йыш пурӑнма килнӗ[3]. Ҫурлан 26-мӗшӗнче хутор Татищево районӗн Кологривовка вулӑсӗн Вязовка ял канашне кӗнӗ[5]. 1925—1927 ҫулсенче кӳршӗ Пенза облаҫӗнчен Сарӑту облаҫӗн салисене массӑллӑ куҫса кайнине пула нумай ҫынсем пурӑнма килнӗ. Нумайрахӑш кил-йыш — мордвасем, Водинский хуторне "кулаксенчен чупса"[4] пурӑнма килнӗ те[3]. 1928 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче "Красный пахарь" ял хуҫалӑх артелӗ йӗркеленӗ, ун йышне 8 кил-йыш кӗнӗ. Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче "Коммунар" артель йӗркеленӗ. 1929 ҫулта Вязовка ял канашӗн йышне пулса хуторта 56 ҫын тата 12 кил хуҫалӑхӗ пулнӑ. Водинский хуторӗ патӗнчи "Красный Пахарь" артеле нумай ҫӗрсемпе сахал ҫынсем кӗртнӗрен 1929 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӑл "Коммунар" артелӗн йышне кӗнӗ. 1930 ҫулта Трофим Григорьевич Графов "Коминтерн ячӗллӗ" коммунӑна никӗсленӗ[2]. Унтан пурӑнан вырӑна Коммуна ят панӑ. 1934 ҫулта артель вырӑнне "Коминтерн" колхоз никӗсленӗрен посёлока ҫавӑн пекки, хальхи ят панӑ — Коминтерн. Ҫак ҫулта Коминтернте шкул тунӑ. Шкулти вӗренекенсем унӑн тунӑранпа пӗрремӗш ҫулсем вырӑсла тата мордвалла (ахартнех, ирҫелле) вӗреннӗ[4], мӗншӗн тесен посёлокра нумайрахӑш ҫынсем мордвасем пулнӑ. Шкулӑн тулли вырӑслатни унӑн уҫнӑранпа 2 ҫултан пулса тӑнӑ[3]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи 17 пурӑнакан вилнӗ[4]. 1952 ҫулччен "Коминтерн" колхоз ӗҫленӗ, унтан кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ӑна Вязовкӑри[6] "Красное знамя" тата Кӗҫӗн Фёдоровкӑри "Вперёд" колхозсемпе пӗрлештерсе "Маленков ячӗллӗ" ҫӗнӗ колхоза йӗркелӗнӗ[3]. 1980—1992 посёлокра 48 пӗр хутлӑ ҫурт тунӑ, 1990—2000 ҫулсенче ача-пӑча сачӗ ӗҫленӗ. 1992 ҫулта колхоза "Калинин ячӗллӗ" ЧТП ят панӑ. 1995 ҫулта Ҫӗнтерӗве 50 ҫуллӑ юбилей хисеплесе тӑнӑ Коминтернте ветерансене палӑк уҫнӑ. 2000 ҫулта "Калинин яч." ЧТП-не Карякино ЧТП йышне кӗртнӗ. 2004 ҫул таран Коминтерн посёлокӗ Садовый ял канашӗн йышне кӗнӗ, унтан Садовый муниципаллӑ йӗркеленӗвне кӗртнӗ. 2006 ҫулта посёлокри шкул хупнӑ.
Remove ads
Инфраструктура

Посёлокра лавккапа почта ӗҫлет[4]. Ача-пӑча вылямалли вырӑн пур.
Халӑх
Асӑрхавсем
Вуламалли
Каҫӑсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads