Коньяк

From Wikipedia, the free encyclopedia

Коньяк
Remove ads

Конья́к — хаяр алкоголь ĕçми.

Thumb
Коньяк бокалра

Кун çулĕ

Тăватăмĕш ĕмĕрте галл йăхĕсем римлянсенчен иçĕм ӳстерме, эрех тăвас ĕçпе паллашаççĕ.

1909 çулта Коньяк тăвакан енĕн чикисене палăртса саккунла йышăнаççĕ.

1938 çулта Коньяк енĕ АОС (Appellation dOrigine Controlee) статусне илет. Пысăк Коньяк енĕ улттă тăрăха пайланнă.

Подробнее Тăрăх ячĕ, Текст заголовка ...

Паянкун (2010 çулта) Коньяк тăрăхĕнче 80 пин гектар çĕр çинче иçĕм çырли ӳстереççĕ. Коньяк ĕç-пуçĕнче 40 пине яхăн çын вăй хурать: 30 пин — ял хуçалăхĕнче, 6 пин - юхтарса илекенсем, 900- кĕленче тата пăкă тăвакансем, 700- шĕвеке уйăрса кăлармалли ĕçре, 600- пичкеленĕ çĕрте.

Remove ads

Иçĕм сорчĕсем

Коньяк шурă иçĕм сорчĕсемчен тăваççĕ. 1938 çулта ку сорчĕсене усă курма саккунпа ирĕк панă: Ugni Blanc( Юни блан ), Folle Blanche(Фоль Бланш), Colombard ( Коломбар ), Blanc Rame e Meslier Saint-Francois ( Мелье Сен-Франсуа ) ,Jurancon ( Жюрансон ) ,Montils( Мăнтиль ),Semillon ( Семильон ), Selekt ( Селект ), Folignan ( Фолиньян ) (2005 çултан ).Cĕнекен сорчĕсем : Юни блан,Фоль Бланш тата Коломбар.Паян 90 % коньяктăвакансем Юни блан сорчĕ усă кураççĕ.Уньи Блан - сиввĕ тӳсекен,пысăк тухăçлă сорчĕ.Иçĕм çырлисене юпа уйăхра пуçтарма тытăнаççĕ (чилайăш- машинăсемпе).

Remove ads

Коньяк тăвакансем

Thumb
Курвуазье ХО

2001 çулта 707 коньяк тăвакан пулнă: 475 - пĕчĕк хуçалăх тата 228 усламçă(негоциант). Паянкун Коньяк тăрăхĕнче çирĕм пиллĕк чи пысăк хуçалăх коньякăн 88 % кăлараççĕ. Çак шутра "Тăваттă Пысăк Ушкăн": Hennessy,Remy Martin,Martell тата Courvoisier.

  • Коньяк тăвакан чи пысăккисем
Подробнее коньяк тăвакансем, чăвашла ...

Францире раççей компанисем те коньяк тăваççĕ :

  • "Русский винный трестъ" "Croizet-Eymard" туянса Раççейра коньяк сутать ;
  • "Московский винный завод" 2007 çулта коньяк тăвакан компани "Cognac Jenssen SA" туянчĕ.

Технологи

Иçĕм çырлин сĕтекне пусса ватса юхтараççĕ. Пулнă сĕтĕкрен шурă пылаксăр эрехе тăваççĕ. Хĕлле е çуркунне (ака уйăхне кĕриччен) эрехе аламбик витĕр кăларса иккĕ хутчен юхтарса хаяр спирт хатĕрлеççĕ.

Усрав

Пулас коньяк шĕвекне юман пичкинче усраççĕ. Чи чаплă пичкесене (пысăккăшĕ 270-500 л.) Лимузен департаментĕнче юманĕсенчен тăваççĕ. О-де-ви тултарнă пичкесене тĕттĕм пӳлеме (фр. chais - "шэ") вырнаçтараççĕ. Кунта коньяк тăвакан ăста ( фр. maitre de chai - "мэтр де шэ") спирт аталанăвне сăнаса тăрать. Çак ĕнтĕ питĕ кăткăс, чыслă тата пултару ĕçĕ. Çавăнпа та мэтр де шэ Коньяк тăрăхĕнче чи хисеплĕ çын.

Спирт усравĕн саманчĕ кашни çулах улшăнса пырать:

  • спиртăн 2-3 яхăн % ăшăран пăспа тухать ( фр.- la part des angels-"пирĕшти пайĕ" );
  • спирт хăватлăхне чакарать (0,5 % çулсерен);
  • çунтарса илнĕ пичке çутă спиртăн тĕсне улăштарать. Коньяк малтанах шупка сарăх, каярах - сарăх-ылтăн тĕслĕ пулать;
  • спирт аталанать: çамрăк "çивĕч" коньяк "чăмăрланать","çемçелет", кăткăс чипер шăрши тути кĕрет.

Усрав ĕмĕрĕн чи пысăк тăсăлăвĕ - 60-70 çулталăк. Ытларах усравлама тăн çук. Маллашнелле коньяк аталанма пăрахать. Çавăнпа ĕнтĕ коньяк тăвакансем 60-70 çулхи коньяксене пысăк кĕленчесене (30 л.) куçараççĕ те урăх пӳлĕмре ( фр.-paradis-"паради=çăтмах" ) вырнаçтараççĕ. Кĕленчере коньяк аталанмасть.

Remove ads

Хутăшлăх

Хутăшлăх (фр. assemblage) - тĕрлĕ коньяк спиртĕнчен (тĕрлĕ çулхи, тĕрлĕ вырăнти) чаплă коньяк тăвас ĕç.

Классификаци

Саккунпа (юлашки саккун 23 çурла 1983 çулта çĕнĕлетнĕ) коньяксене усрав вăхăчĕпе классификаци тунă :

  • VS-Very Special- 2 çул юман пичкере усранă ;
  • VSOP-Very Superior Old Pale- чи çамрăк спирчĕ 4 çул усранă;
  • XO-Extra Old- чи çамрăк спирчĕ 6 çул усранă.

Вуламалли

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads