Корабельникова Маргарита Павловна
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Маргарита Павловна Корабельникова (19.6.1931, Кишинёв — 25.12.2021, Загорянский, Щёлково), Мускав облаçĕ, РФ) — совет киноактриси. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1983)
Remove ads
Биографи
1931 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче Кишинёв хулинче çуралнă. 1953 çулта Борис Щукин ячĕллĕ театр училищинче диплом илнĕ.
Мускаври М. Н. Ермолова ячĕллĕ театрăн, кайран Мускаври драма театрĕн труппинче хĕсметре тăнă.
1956 çултанпа — М. Горький ячĕллĕ киностудин актриси.
1965 çултанпа «Будильник» телеярăмăн пĕрремĕш ертсе пыраканĕ.
Николай Литвиновăн, Лия Веледницкаян, Борис Тираспольскин, Ростислав Пляттăн радиоспектаклĕсене хутшăннă, пластинкăсене çырнă, кĕçех актриса таланчĕ ăна «Союзмультфильма» илсе çитерет. Чи асра юлнă ролĕ — мультфильмри Умка упа çури.
Remove ads
Фильмографи
- 1961 — В трудный час — эпизод
- 1961 — Двенадцать спутников — стюардесса
- 1964 — Морозко — ялти хĕр
- 1967 — Огонь, вода и… медные трубы — Кащей туйĕнчи хăна
- 1972 — Золотые рога — кикимора Задоринка
- 1975 — Что с тобой происходит? — Ваня амăшĕ
- 1983 — Приключения Петрова и Васечкина, обыкновенные и невероятные — Васечкин кукамăшĕ
Каçăсем
- Корабельникова Маргарита Павловна(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads