Корожечна (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Корожечна, — Атăлăн сулахай юппи, Тĕверьпе Ярославль облаçĕсен çĕрĕсем тăрăх юхакан юханшыв.
Тăршшĕ 128 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 908 çх2. Вăтамран çекунтра 6 м3 шыв юхать.
Юханшыв çăлкуçĕ Тĕвер облаçĕн Кесов Сăрчĕ районĕнчи Мяколово ялĕ патĕнче вырнаçнă. Углич хулине хирĕç Атăла юхса кĕрет.
Юханшыв пуçĕпе вăтам юхăмĕнчи сарлакăшĕ 5-20 метр, авкаланса вăраххăн юхать. Тарăнăшĕ метр çурă таран çитет.
Углич шывуправне пула Атăла юхса кĕнĕ вырăнĕ сарăлса кайнă, 4 çухрăм тăршшĕнче кимĕсемпе çӳреме юрать.
Юханшыв хĕрринче çнсем пулă тытма, канма юратаççĕ. Юханшыв çыранĕсенче нумай туристсен базисем, санаторисем вырнаçнă.
Remove ads
Юпписем
Окуловка (сылтăм), Бздыриха (сулахай, 109,7 км вăрринчен), Кромница (сулахай, 109,6 км), Малява (сылтăм, 108 км), Шишинья (сулахай), Койка (сулахай), Гридинский (сылтăм), Бакишин (сулахай), Кумолга (сылтăм), Ёлда (сулахай), Секня (сылтăм), Рам (сылтăм, 48 км), Ардунь (сылтăм), Кибожа (сулахай), Святица (сылтăм), Катка (сулахай, 34 км), Рукша (сылтăм), Курга (сулахай), Кека (сылтăм).[2]
Шыв ресурсĕсен федераци агентстви хатĕрленĕ РФ территорин шыв хуçалăх районĕсен геоинформаци системин хыпарĕпе[3]:
- Патшалăх шыв реестрĕнчи шыв объекчĕн кочĕ — 08010100912110000004406
- Гидрологи тĕпчевленӳ кочĕ (ГТ) — 110000440
- Бассейн кочĕ — 08.01.01.009
- Том номерĕ, ГТ — 10
- Кăларăм, ГТ — 1 [4]
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads