Кремль кубокĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кремль кубокĕ
Remove ads

Кремль кубокĕ Мускаври «Олимпийский» спорткомплексĕнче çулсерен кĕр кунĕсенче иртекен тĕнчери пысăк теннис турнирĕ. Арçынсен турнирĕ ATP-турăн ATP 250 серине кĕрет. Херарăмсен турнирĕ  Premier WTA-турăн серине кĕрет. Ăмăртусенче пĕччен тата мăшăр разрядсенче выляççĕ.

Thumb
Турнир эмблеми

Кун-çулĕ

Thumb
Кремль кубокĕн тĕп картин сăнĕ, 2009 çул.

Кремль кубокне 1990 çулта швейцар бизнесменĕ Сассон Какшури никĕсленĕ, вăл тĕнче шайĕнчи профессионалсен Раççейри пĕрремĕш турнирĕ шутланать. Малтан арçынсем хушшинче çеç ăмăртнă. Парне фончĕ 1990 — 1993 çулсенче 330—350 пин АПШ долларĕ, 1994 - халиччен — 1 млн АПШ долларĕ ытла.

Хĕрарăмсен турнирне пĕрремĕш 1996 çулта ирттернĕ, Мускавăн хĕрарăмсен уçă теннис чемпионачĕн унăн тĕпкечĕшутланать. Хĕрарăмсĕн турнирĕн парне фончĕ 400 пин АПШ долларĕ (1996), 926 пин 1997—1998 çулсенче, халĕ — 1 млн АПШ долларĕ ытла пулать.

2000 çулчен арçынсен тата хĕрарăмсен турнирĕсене тĕрлĕ вăхăтра иртнĕ. 2000 çултанпа вĕсене пĕрлештереççĕ те пĕр эрнере ирттереççĕ. 2000 çулхи турнира выляма ун чухнехи тĕнчери пĕрремĕш ракетки Мартина Хингис килет.

Турнир «Олимпийский» спорт комплексĕнче иртет, унта выляма хард (юлашки çулсенче — RuCourt) витĕмлĕ кортсене вырнаçтараççĕ. 4 картара выляççĕ, тепĕр 1-2 картара хутшăнакансем хатĕрленеççĕ. Трибунăсене вырнаçмаллăх — 15 000 çын.

Арçынсен турнирĕ йĕркеленипе виççĕ ăстрăм ATP-турĕнче мала тухнă: 1993, 1994 тата 1996 çулсенче.

Турнирăн тĕп партнёрĕсем — «Мускав банкĕ» (2000 -па) тата «Ингосстрах» (2002-па). 1990—1991 çç. турнирăн партнёрĕ Bayer компании, кайран темиçе çул хушши — Italtel. Турнирăн официаллă ĕçмисем 10 çул ытла ĕнтĕ —Aqua Minerale тата Tropicana.

Remove ads

Çĕнтерӳçсем

Раççей теннисисчĕсем килти турнирта ăнăçлă ăмăртаççĕ. Евгений Кафельников Кремль кубокне пиллĕк ăстрăм умлă-хыçлăн, 1997 - 2001 çç. выляса илнĕ, çак çитĕнӳ АТР тĕр турнирĕнче умлă-хыçлăн çĕнтернипе рекорд пулать. Унсăр пуçне, турнирта Андрей Черкасов (1990, 1991), Александр Волков (1994), Николай Давыденко (2004, 2006, 2007), Игорь Андреев (2005), Игорь Куницын (2008), Михаил Южный (2009) çĕнтернĕ. Пурĕпе 21 ирттернĕ турнирта раççейсем 14-шне выляса илнĕ.

Арçынсем

Пĕччен разряд

Thumb
Андрей Черкасов — Кремль кубокĕн пĕрремĕш иккĕ хутчен çĕнтерӳçи
Подробнее Çул, Çĕнтерӳçĕ ...

Мăшăр разряд

Thumb
Максим Мирный 4 ăстрăм мăшăр разрядра çĕнтернĕ
Thumb
Роджер Федерер Кремль кубокĕнче мăшăр разрядра 2002 çулта çĕнтернĕ
Thumb
Андрей Ольховский раççей çыннисенчен пĕрремĕш мăшăр разраядри турнира выляса илнĕ.

Хĕрарăмсем

Пĕччен разряд

Thumb
Анастасия Мыскина иккĕ ăстрăм умлă-хыçлăн (2003 и 2004) Кремль кубокĕнче çĕнтернĕ
Подробнее Çул, Çĕнтерӳç ...

Мăшăр разряд

Thumb
Ай Сугияма — Кремль кубокĕнче çентернĕ пĕртен-пĕр хĕрарăм
Thumb
Мартина Хингис мăшăр разрядра 2001 çулта çĕнтернĕ.
Подробнее Çул, Çĕнтерӳçсем ...

Пĕтĕм çĕнтерӳ, патшалăхсемпе

Мăшăр разрядри çĕнтерĕве кашни пайăр хутшăнаканшăн шутлаççĕ, иккĕшĕ те пĕр çĕр-шывран пулсан та
Кремль кубокĕ 2010 хыççăн

Подробнее Патшалăх, Арçынсем пĕччен ...
Remove ads

Кăсăк фактсем

Çавăн пекех пăхăр

  • St. Petersburg Open

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads