Кривопавловка

Сарӑту облаҫӗн Татищево районӗнчи ял From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

КривопавловкаСарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи Вязовка муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче вырнаҫнӑ ял[2].

Краткие факты
Remove ads

Тавралӑх

Татищевӑран 25 ҫухрӑм ҫурҫӗр-тухӑҫалла вырнаҫнӑ. Ял Кивӗ Курдюм юханшывӗн тури юхӑмра лартнӑ[2]. Кривопавловкӑпа юнашар ялсем: Ченыкаевка, Нееловка, Свинцовка, Новополье.

Ят

Сарӑту кӗпӗрнинчи бургомистрӗн Иван Кривопаловӑн хуторӗн ячӗнчен тухнӑ. Вӑхӑт тӑрӑх, Кривопаловкӑран Кривопавловкӑна ят улшӑннӑ[3][4].

Кунҫул

Никӗсленӳ официаллӑ ҫулӗ: 1743 ҫул[5]. Унтан, ялӑн урӑх ячӗ пулнӑ — Фокино (ялти улпутӑн ячӗ тӑрӑх). Анчах ку ят ҫирӗпленмен[3]. 1800 ҫулта гварди сержанчӗн Николай Фокинӗн ялӗнче 19 ҫын пурӑннӑ. 1806 ҫулта титулярлӑ сӗнӳҫӗн Фокинӗн ялӗ — 57 ҫын[6]. 1862 ҫулта ялта 20 кил хуҫалӑхӗпе 209 ҫын[7]. 1867 ҫулта ирӗк хресченсем О.Ф. Яковлевӑн хӗр улпутран яла туяннӑ[8]. 1911 ҫултан Вязовка вулӑсӗн йышӗнче. Ҫав вӑхӑтра ялта 274 ҫын пурӑннӑ[9]. 1917 ҫулта ялта Кривопавловка ял канашӗ йӗркеленӗ[3]. 1924 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Свинцовка ял канашӗн йышне кӗнӗ. 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Свинцовка тата Октябрьский ял канашӗсем пӗрлешнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче ялта "Новая жизнь" колхоз тунӑ. 1951 ҫулта Ченыкаевкӑри "Ленинский Путь" колхоза кӗнӗ (колхозӑн центрӗ Кривопавловкӑра юлнӑ). 1957 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Свинцовкӑри "Красное знамя" колхозпа пӗрлешсе "Ленинский Путь" ятпа юлнӑ. 1960 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Нееловкӑпа Новополйӗри "им. Кирова" колхоза кӗрсе "Ленинский Путь" ятпа юлнӑ. Колхоз центрӗ Октябрьскийре (ҫав вӑхӑтра Нееловка). 1961 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче СПКП Обкомӗн бюровӗпе РСФСР Министрсен Канашӗн йышӑнӑвӗпе "Ленинский Путь" колхоз, РСФСР Министрсен Канашӗпе Татищево райӗҫтӑвкомӗн 1961 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче №66 йышӑнӑвӗпе йӗркеленӗ "Вязовский" совхозӑн йышне кӗнӗ. Совхоза ӗлӗкхи виҫӗ колхоз кӗртнӗ: "Путь к Коммунизму", "Ленинский Путь", "им. 19 съезда КПСС". "Вязовский" совхозра 16 пурӑнан вырӑн пулнӑ. 1970 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ялта шкул хупнӑ (унӑн уҫни ҫулӗ паллӑ мар).

Халӑх йышӗ

Подробнее Халăх йышĕ ...

Археологи

Кривопавловкӑпа юнашар икӗ курган ушкӑнӗсем тупнӑ[3]:

Асӑрхавсем

Вуламалли

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads