Кунтиккав

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кунтиккавmap
Remove ads

Кунтиккав - (выр. Кундюковка) Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи чăваш ялĕ. Аслă Накаткинран 30 çухрăмра Чăнлă юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ялта администрачи çурчĕ, СХПК правленийĕ, вăтам шкул, фельдшер пункчĕ, вулавăш, почта, пасар пур. 2002 çулта ялта 680 çын пурăннă.

Краткие факты
Remove ads

Кун-çулĕ

1913 çулта Тутар Каши ялĕн чăвашĕсем никĕсленĕ[1]. 1929-мĕш çулта Кутиккавран хăйĕнчен Буденновка уйрăлса тухать. Халĕ унта çынсем пурăнакан 2 кил кăна юлнă.

XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта çил арманĕ, кĕрпе арманĕ, çăм тапатаркан тата çу уйăракан машшынсем пулнă.

Халăх йышĕ

Пĕрлехи демографи кăтартăвĕсем
Мĕнпур пурăнан халăх
191319892002
12384368о

Паллă çынсем

  • Афанасьев Н.П. - генерал.
  • Власов Александр Петрович (1937 çур.) — ÿнерçĕ[2].
  • Щегольковсем, З.С. тата Ф.А. <инициалсене еплерех вăрăмлатмалли паллă мар.> - РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенсем.
  • Львова О.Т. <инициалсене еплерех вăрăмлатмалли паллă мар.> - РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
  • Молостовкин Гаврил Александрович (1900-1958) — чăваш куçаруçи. 1930-мĕш çулсенче Мускавра тухса тăнă чăвашла "Коммунар" хаçат редакторĕ пулнипе паллă[3][4].

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads