Кутаиси

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кутаиси
Remove ads

Кутаи́си (груз. ქუთაისი) — Грузин анăçĕнчи хули. Тинĕс шайĕнчен 25—300 м çӳллĕшĕнче, Риони шывĕн икĕ çыранĕнче ларать. Халăхĕ — 147 635 пин çын (2014, халăх çыравĕ). Аэропорт Kopitnari ĕçлет.

Подробнее Кутаиси ქუთაისი, Ялав ...
Thumb
Спутникран сăнасан
Remove ads

Çанталăкĕ

Климачĕ нӳрĕклĕ субтропиклă, кĕрх-çурхи тапхăрта кăра çиллĕ. Кăрлачри вăтам температура +4 °C, утăри: +23 °C. Чи шăрăххи — çулла +44 °C, чи сивви −17 °C.

Кун-çулĕ

Пĕрремĕш хут историре пирĕн эрăччен VI—III ĕмерсенче палăрнă. 806 çулта — Абхази патшалăхĕн тĕп хули. Тбилисие 1122 çулта турккă-сельджуксенчен хăтариччен грузин патшисен кил вырăнĕ (резиденцийĕ) пулнă. XV ĕмĕртенпе Имерети патшалăхĕн тĕп хули. 1760-мĕш çулсенче турккăсем туртса илеççĕ, 1770 çулта вырăс тата имерети çарĕсем ирĕке кăлараççĕ. 1810 çулта Раççей çумне хушнă. 1846 çултанпа Кутаиси кĕпернин тĕпĕ.

Совет тапхăрĕнче Гризин промăçлăх енĕпе иккĕмĕш тĕпĕ шутланать. Кунта автомобиль, трактор тăвакан завод, литопон, электромеханика тата урăх заводсем туса хунă.

Халĕ хуçалăх ĕçĕсем тарăн ӳкĕмре (2004).

Remove ads

Этеплĕхĕ

Каçăсем

Шаблон:Абхази тĕп хулисем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads