Лаз чĕлхи

From Wikipedia, the free encyclopedia

Лаз чĕлхи
Remove ads

Ла́з чĕлхикартвел çемйин чĕлхи, Хура тинĕсĕн кăнтăр-тухăç çыранĕнчи лазсем усă кураççĕ. Тĕп тĕрĕс йышĕ паллă мар.

Краткие факты Лаз чĕлхи, Классификаци ...
Thumb
Кивĕ «унифицилемен» лаз алфавичĕ (1920-мĕш çулĕсен вĕçĕ)

Лаз чĕлхипе калаçакан йышне 50 000 пуçласа 500 000 çити Турцире тата 30 000 Грузи тесе хаклаççĕ.

Лаз чĕлхи картвел çемйине кĕрет. Çак çемйери çичĕ чĕлхерен лаз челхине чи çывăххи мегрел чĕлхи (сăмах пурлăхĕн 57% — пĕрлĕ). Лаз тата мегрел общинисем политика тата тĕн енĕпе 500 çула яхăн уйрăлса кайнă пулсан та чĕлхесем халĕ те пĕр-пĕрне ăнланмалла шутланаççĕ. Лаз-мегрел турачĕ грузин чĕлхинчен пирĕн эрăччен пĕрремĕш пинçуллăхра уйрăлнă. Хăшпĕр лингвистсем лаз тата мегрел чĕлхисене пĕр чĕлхен вырăнти варианчĕсем теççĕ.

Remove ads

Çырулăхĕ

Thumb
"Мчита Мурутхи" хаçат, 1929 çулхи чӳк, 7 (унифицилемен алфавит)
Thumb
"Родной язык". 1938 год (унифициленĕ алфавит)

1920-мĕш çулĕсен вĕçĕнче — 1930-мĕш çулсенче СССР территоринче латинла алфавитпа усă курнă. Çак алфавит икĕ вариантлă пулнă : кивĕ "унифицилемен" тата "унифициленĕ".

Çĕнĕ "унифициленĕ" лаз алфавичĕ (1930-мĕш çулсем):[1]

A a B b C c Ç ç D d E e F f G g
Ƣ ƣ H h I i J j K k L l M m N n
O o P p Q q R r S s Ş ş T t U u
V v X x Y y Z z Z̡ z̡ Ӡ ӡ

Турцире латин никĕсĕллĕ лаз алфавичĕн темиçе варианчĕпе усă кураççĕ. Лаз-турккă 1999 çулхи сăмахсарĕнче çакăн пек алфавит: Aa Bb Cc Çç Ç̆ç̆ Dd Ee Ff Gg Ğğ Hh Xx İi Jj Kk Ǩǩ Qq Ll Mm Nn Oo Pp P̆p̆ Rr Ss Şş Tt Ťt̆ Uu Vv Yy Zz Žž Зз Ʒ̆ʒ̆. "Tuta Gazetesi" лаз хаçатĕнче йĕрке çийĕнчи паллăсем вырăнне апострофсене уса кĕртнĕ.

Грузире лаз чĕлхинче грузин алфавичĕпе усă кураççĕ.

  • Tuta Gazetesi, кăрлач, 2008.
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads