Ла Скала

From Wikipedia, the free encyclopedia

Ла Скалаmap
Remove ads

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Ла Скала (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты Йĕркеленĕ, Театр çурчĕ ...

«Ла Скала» (итал. Teatro alla Scala е La Scala) — Миланри опера театрĕ. Театр çуртне Джузеппе Пьермарини архитектор проекчĕпе 1776—1778 çç. Санта-Мария делла Скала чиркĕвĕ тăнă вырăнта туса лартнă, çакăнтан театрĕн ячĕ те пулса кайнă.

Thumb
Ла Скала çĕрле.

2001 çулта «Ла Скала» театрĕн çуртне вăхăтлăха реставрацие хупнă, çавăнпа мĕнпур оперăна ятарласа тунă Арчимбольди театр çуртне куçарнă. 2004 çултанпа юсана тăван киле таврăннă, Арчимбольди ĕнтĕ «Ла Скала» пĕрле ĕçлекен уйрăм театр пулса тăнă.

Remove ads

Истори

XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче — XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче театр репертуарĕнче П. Анфосси, П. Гульельми, Д. Чимарозы, Л. Керубини, Дж. Паизиелло, С. Майр итал композиторĕсен оперисене лартнă.

Театр сцени çинче Дж. Россини режиссёрăн «Пробный камень» (1812), «Аврелиан в Пальмире» (1813), «Турок в Италии» (1814), «Сорока-воровка» (1817) тата урăххисен премьерисем иртнĕ (вĕсенчен пĕрринче Италире Каролина Унгерăн дебючĕ пулнă), çаплах Дж. Мейерберăн «Маргарита Анжуйская» (1820), «Изгнанник из Гренады» (1822) оперисен премьерисем иртнĕ , çаплах Саверио Меркаданте хăйĕн ĕçĕсене кăтартнă.

1830-мĕш çулсече театр репертуарĕнче Г. Доницетти, В. Беллини, Джузеппе Верди, Дж. Пуччини пултарулăхне кăтартаççĕ, кунтах пĕрремĕш ăстрăм Беллини хайланă «Пират» (1827) тата «Норма» (1831) оперисем, Доницетти композиторăн «Лукреция Борджа» (1833), Верди «Оберто» (1839), «Набукко» (1842), «Отелло» (1887) тата Пуччинин «Фальстаф» (1893), «Мадам Баттерфляй» (1904) тата «Турандот» оперисем кун çути курнă.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче театр çуртне ишĕлтернĕ. Малтанхи тĕсне Л.Секки инженер проекчĕпе çĕнетсе тунă хыççăн театр каллех 1946 çулта уçăлать.

Театр çуртне темиçе хутчен те юсанă. Юлашки реставраци виçĕ çул пынă, ун чухне 61 миллион евро ытла тăкакланă. Çĕнетнĕ сцена çинче 2004 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче Антонио Сальери кĕвĕленĕ «Йышăннă Европа» оперăна кăтартнă.

«Ла Скала» (итал. Teatro alla Scala е La Scala) — опера культурин тĕнчери центрĕ.

Remove ads

Чаплă юрăçсем

Тĕп дирижёрсем

  • Франко Фаччо (1871—1889)
  • Артуро Тосканини (1898—1908)
  • Туллио Серафин (1909—1914, 1917—1918)
  • Артуро Тосканини (1921—1929)
  • Виктор де Сабата (1930—1953)
  • Карло Мария Джулини (1953—1956)
  • Гвидо Кантелли (1956)
  • Джанандреа Гаваццени (1966—1968)
  • Клаудио Аббадо (1968—1986)
  • Риккардо Мути (1986—2005)
  • Даниэль Баренбойм (2007—2011 Maestro scaligero ĕç вырăнĕнче; 2011—2014[2] Мусăк директорĕ вырăнĕнче)
  • Рикардо Шайи (2015—2022)

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads