Люля
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Люля — Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи ялĕ. Ял хăçан никĕсленни паллă мар. Халлĕхе тĕпсесе пĕлеймен.

Remove ads
Тавралăх
Люля ялĕ Люля çырми хĕрринче, ĕлĕххи Улатăр-Пăва çулĕ çинче вырнаçнă.
Кунçул
1770 мĕш çулта кунта хысна эрех завочĕ уçăлнă, çулталăка 336 пин витре тулă эрехĕ тунă.
Тир-сăран завочĕ, 2 лесопилка тата улпутăн эрех завочĕ пулнă.
1869 çулта кунта 3 лашаллă земствăн почта станцийĕ уçăлать.
1911 çулта 32 килте 210 çын пурăннă.
1910-1915-мĕш çулсенче вырăнти шкулта вĕрентевçĕ пулса Рубцова Екатерина Семёновна (1888-1971), кайран Раççейри эскимологие никĕсленĕ çынсенчен пĕри, ĕçленĕ.
Remove ads
Вуламалли
- Астраханцева, А. Ан йěр эсě, Лена : [Патăрьел районěнчи Люляра пурăнакан Смирновсен çемйи çинчен] / А. Астраханцева // Авангард : Патăрьел район хаçачě. - 2009. - 19 çурла (№ 90). - Ст. 1. - С. 2 : фот. - (Йышлă çемье).
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads