Мартинсон Сергей Александрович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Мартинсон Сергей Александрович
Remove ads

Серге́й Алекса́ндрович Мартинсо́н (25.1.1899, Санкт-Петербург, Раççей империйĕ — 2.9.1984, çавăнтах) — совет театрпа кино актёрĕ. РСФСР халăх артисчĕ (1964).

Мартинсон хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Çуралнă вăхăт ...
Remove ads

Биографи

Сергей Мартинсон Санкт-Петербургăн хисеплĕ гражданинĕ, швед кăкĕнчен тухнă Александр Александрович Мартинсонпа Феодосия Александровна (хĕр чухне — Петрова) килйышĕнче çуралнă. Владимир Баршай мăнукĕ каласа панипе, Мартинсон маçаккăшĕ-швед 15 çулта Раççее Юсупов кнеç патне вĕренме килнĕ пулнă[3][4][5].

Тĕрлĕ çăлкуçсенче А. А. Мартинсона çурт-йĕр тăвакан инженер, çурт-йĕр сутакан тата хапрăкçă тенĕ[3][6]. Актёр хăй каланипе — унăн сăмахĕсене Людмила Кафанова театр пĕлевçи асăнать — унăн ашшĕ бриллиантсем сутнă, çаплах император килне хаклă чулсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсем Петербург варринче Миллион урамĕнчи уйрăм çуртра пурăннă, кунта хулари культура элити пуçтарăннă, Александр Скрябин — ашшĕн çывăх тусĕ — концертсем панă[5][7].



1984 çулхи авăнăн 2-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Кунцево çăвинче пытарнă[8].

Remove ads

Килйыш

Виçĕ хутчен авланнă. Пĕрремĕш арăмĕ — Екатерина Ильина:

  • хĕрĕ — Анна Сергеевна Мартинсон (1928—2012), театрпа кино ӳкерçи, 1972 çултанпа Израильте, кайран АПШ-ра. Упăшки — Рудольф Борисович Баршай (1954) режиссёр:
    • мăнукĕ — Баршай Вальтер (1955 çур.).
Иккĕмĕш упăшки — Габай Генрих Саулович режиссёр (1962). Икĕ хĕр.

1930-мĕш çулсен вĕçĕнче С. Мартинсон мăшăрланмасăрах Елена Добржанская балеринăпа пурăннă (ăна репрессиленĕ, Воркутлагра 1952 çулта вилнĕ):

  • ывăл — Александр Сергеевич Мартинсон (1939—2003).

Виççĕмĕш арăмĕ — Луиза:

  • хĕрĕ — Наталья, актриса.
Remove ads

Пултарулăхĕ

Театрти ролĕсем

Мейерхольд театрĕ. «Рычи, Китай!» С. Третьякова (1923)— американский корреспондент[9]

«Последний решительный» Вс. Вишневскин — американец[9]

«Мандат» Н. Р. Эрдманăн (1925) — Валериан[9]

Революци театрĕ.

«Воздушный пирог» Ромашова — Плюхов [10]

«Павел Греков» — Левицкий

«Бесприданница» А. Н. Островскин (1940) — Карандышев

Киноактёр театр-студийĕ

«Дочь русского актера» — Ушица

Чыслани

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads