Математикăлла анализ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Математикăлла анализ (классикăлла математикăлла анализ, кĕскен: матанализ) — математикăн дифференциаллă шутлав тата интеграллă шутлав текен пайĕсене пĕрлештерсе тăракан сий, касă. Историре ăна вĕçсĕрлĕхле пĕчĕккĕ капсен анализĕ тени те пулнă, халĕ те чылай чухне çаплах калаççĕ. Кулленхи калаçура тепĕр чухне "математикăлла" текен палăртава катертеççĕ, анализ тенипех çырлахаççĕ. Анчах та çапла туни тĕрĕсех мар. Мĕншĕн тесен анализ тенин математикăра хăйне уйрăм анлăрах пĕлтерĕш пур. "Математикăлла анализ" тенипе вĕрентÿ ĕçĕнче усă кураççĕ. Калăпăр, шкулта.
Remove ads
Истори
Математикăлла анализ пуçлавçисем тесе Исаак Ньютон (1642-1727) тата Готфрид Лейбниц (1646-1716) ăславçăсене шутлаççĕ.
Дифференциаллă шутлав
Тĕплĕнрех дифференциаллă шутлав статьяра пăхмалла.
Интеграллă шутлав
Тĕплĕнрех интеграллă шутлав статьяра пăхмалла.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads