Мексика
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Мексика, — Çурçĕр Америкăри патшалăх. Çурçĕр енчи чикки АПШпа, кăнтăр-хĕвеланăç енчи Белизпа Гватемалăпа çуммăн иртет. Çурçĕр-хĕвеланăç енчи çыранĕсем Калифорни кӳлмекĕ тата Лăпкă океан хĕррине, хĕвелтухăç енчи çыранĕсем Мексика кӳлмекĕ тата Кариб тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ. Испан чĕлхипе калаçакан çершывсен хушшинче чи нумай халăхлă патшалах шутланать.
Remove ads
Патшалăх кун-çулĕ
- Малтан патшалăх вырăнĕнче ацтексемпе майăсен çĕршывĕсем пулнă.
- 1518 — Хуан Грихальва экспедицийĕ пĕрремĕш хут Мексика çĕрне çитет.
- 1519 — Эрнан Кортес конкистадорăн испансен ушкăнĕ Мексика çĕрĕ çине çитет, Веракрус хулине никĕслет. Вĕсем ацтексен Теночтитлан (Мехико) хулине çапăçусăр кĕрсе Монтесума пике тыткăна илеççĕ.
- 1520 — Ацтексем испансене хирĕç кĕрешме пуçлаççĕ.
- 1521 — Кортес ацтексене кăмăламан 10 пин индееца пухса ацтексен çĕршывне туртса илет.
- 1522 — Кортес Çĕнĕ Испанин пĕрремĕш гумернаторĕ тата генерал-капитанĕ пулса тăрать.
Мексика картти - 1524 — Çĕнĕ Испани шутне Гватемалăпа Гондурас кĕреççĕ.
- 1821 — Мексика Испанирен ирĕке тухать.
- 1824 — Никама пăхăнман Мексикăн пĕрремĕш конституцине йышăнаççĕ.
- 1845 — Техас уйрăлать.
- 1846-1848 — Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă. Мексика хăйĕн çур çĕрне çухатать, халĕ вĕсем АПШна кĕреççĕ.
Remove ads
Администрациллĕ пайлану
Тĕп статья Мексикăн администрациллĕ пайланăвĕ.
![]() |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads