Моис Иван Григорьевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Моисеев Иван Григорьевич (1912 çул, авăн, 21, Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕ2001 çул, Хусан) — чăваш çыравçи.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...
Моисеев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Remove ads

Пурнăçĕ

1912 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă.

Нурăсри иккĕмĕш сыпăкри шкулта, Мускаври журналистика тата педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

Вăрçă кунĕсенче дивизи хаçачĕн литература ĕçтешĕ пулнă. Кунта ăна малтан Шупашкарти «Канаш» хаçат редакцийĕнче пухнă пĕлӳ вырăнлă пулнă.

Вăрçă хыççăн Моис «Коммунизм ялавĕ» хаçат корреспонденчĕ, колхоз тата райĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă.

2001 çулта Хусанта çĕре кĕнĕ

Remove ads

Пултарулăх ĕçĕсем

1930-мĕш çулсенче «Çĕнтерӳ хирĕсенче» очерк кĕнеки (1937) тата «Çер чĕнет» калавсен пуххи (1935) тухнă. «Эпир лашман йăхĕнчен» роман çырса кăларнă. Романăн пĕрремĕш кĕнеки 1986 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă, иккĕмĕшĕ Çĕмĕрле район хаçатĕнче пичетленнĕ. Виççĕмĕшĕ вара Иван Григорьевичăн архивĕнче ал çырăвĕсем пек юлнă.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads