Мордвинов Николай Дмитриевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Никола́й Дми́триевич Мордви́нов (нарăс, 15, 1901, Етĕрне, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ — кăрлач, 26 1966, Мускав, СССР) — театрпа кинора вылянă совет актёрĕ, виçĕ хутчен Сталин парнин лауреачĕ (1942, 1949, 1951), СССР халăх артисчĕ (1949).[2]
Remove ads
Кун-çулĕ
Николай Мордвинов 1901 çулхи нарăс, 15 етĕрне купсин çемьинче çуралнă.
Етĕрнери ĕç училищинче пĕлӳ пухнă чухнех халăх театрĕн спектаклĕсенче вылянă. 1925 çулта Ю. А. Завадскин студине (Мускав) вĕренме кĕрет.
1936 çултанпа Ростоври М. Горький ячĕллĕ академи драма театрĕнче, 1940 çултанпа — Мускаври Моссовет ячĕллĕ театрта ĕçлет.
Николай Дмитриевич Мордвинов 1966 çулхи кăрлач, 26 Мускавра ĕмĕрлĕхех куçне хупать.[2]Новодевичье çăвине пытарнă.
Remove ads
Пултарулăх ĕç-пуçĕ
Мордвинов сăнарланă ролĕсенчен чи паллисем Ричард («Ученик дьявола» Шоу), Ваграм («Ваграмова ночь» Л. С. Первомайскин), Соболевский («Простая вещь» Лавреневăн), Петруччо («Укрощение строптивой» Шекспирăн).[2]
1937—1939 çç. А. С. Пушкинăн «Каменный гость» пьесинче Дон Гуан рольне вылянă, Фридрих Шиллерăн «Разбойники» пьесинче Карл Моора сăнарланă.
Мордвинов театрта темпераментлă, паттăрлă-трагедиллĕ сăнарсене: Отелло, Лир («Отелло», «Король Лир» Шекспира), генерал Огнев («Фронт» А. Е. Корнейчук хайлать. Питĕ тарăннăн, пĕр тиркевсĕр Василий Забродин сăнарĕ («Ленинградский проспект», И. В. Шток[3]). Ялкăш буффонлă-драма манерле вăл камитла Рипафратта кавалер («Трактирщица», Карло Гольдони) рольне сăнарлать.
1935 çултанпа кинопа çыхăнать. 1936—1942 çç. «Последний табор» фильмра Юдко чикан, (1936), «Маскарад» фильмра (1941) Арбенин, «Богдан Хмельницкий» (1941) фильмра Богдан Хмельницкий, «Котовский» фильмра (1943) Котовский тĕп ролĕсене сăнарлать. Çаплах «Парень из нашего города» (1942) фильма хутшăнать.
М. Ю. Лермонтовăн сăввисемпе поэмисене вуласа кăтартнă, унăн поэмисене магнит ленти çине çырнă. Мордвиновăн пысăк ĕçĕ — М. Ю. Лермонтовăн «Маскарад» пьесинчи Арбенин ролĕ. Малтанах ăна Мордвинов кинора (1941) сăнарлать. Н. Д. Мордвиновăн Арбенинĕ — пăлхавçă-паттăр. Çак роле театрта сăнарланăшăн (1952, 1963) актёра Ленин парнине (1965) тивĕçтереççĕ.
Remove ads
Парнесемпе чыславсем
- РСФСР тата тивĕçлĕ артисчĕ (1935)
- Сталин парни пĕрремĕш степеньлĕ (1942) — «Богдан Хмельницкий» фильмри тĕп рольшĕн
- СССР халăх артисчĕ (1949)
- Сталин парни иккĕмĕш степеньлĕ (1949) — А. А. Суровăн «Обида» («Большая судьба») спектаклĕнче Костюшкин ролĕшĕн
- Сталин парни иккĕмĕш степеньлĕ (1951) — А. А. Суровăн «Рассвет над Москвой» спектаклĕнче Курепин ролĕшĕн
- Ленин парни (1965) — М. Ю. Лермонтовăн «Маскарад» спектаклĕнче Арбенин ролĕшĕн
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, медальсем.
Фильмографи
- 1935 — Последний табор — Юдко, чухăн чикан
- 1941 — Богдан Хмельницкий — Богдан-Зиновий Хмельницкий, Запорож çарĕн хетьманĕ
- 1941 — Маскарад — Евгений Александрович Арбенин
- 1942 — Котовский — Григорий Иванович Котовский
- 1942 — Парень из нашего города — Алексей Петрович Васнецов, Омскри танк шкулĕн пуçлăхĕ
- 1946 — В горах Югославии — Славко Бабич
- 1950 — Смелые люди — Кожин, парти ĕçтешĕ, партизансен ушкăнĕн командирĕ
- 1964 — Ленинградский проспект — Забродин
- 1965 — Когда улетают аисты — ватă Лука
Remove ads
Асăрхавсем
Ĕçĕсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads