Моркă районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Моркă районĕ
Remove ads

Моркă районĕ (çаран мари Морко кундем)[4]Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Республикăн анăç енче вырнаçнă.

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Thumb
Марий Эл республики

Администраци центрĕМоркă хула евĕр паççулки.

Remove ads

Тавралăхĕ

Район Мари Элĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Анăçра вăл Звениговăпа Совет районĕсемпе, çурçĕрте — Куçенерпа Паранькă районĕсемпе, тухăçра тата кăнтăрта — Паранькăпа Атăл районĕсемпе тата Тутарстанăн Атна районĕпе чикĕ тытать.

Район çĕрĕн-шывĕн лаптăкĕ — 2272 çм² е 227 200 га.

Шыв пурлăхĕ

Моркă районĕ Атăлăн сулахай çыранĕнчи Илет юханшывăн вăтам юхам тăрăхĕнче вырнаçнă. Район территорипе Илет тата унăн сылтăм юппи Юшут, çаплах пĕчĕк шывсем — Арă, Вонжа, Ировка, Тюшумка, Шалинка, Шора, Яранка тата урăххисем — юхаççĕ.

Район территоринче 50 пĕчĕк кӳлĕ. Виççĕшĕ — Ергешьер, Кужьер, Шучьер — патшалăх хӳтĕлевĕнче. Çаплах районта 33 çăлкуç пур.

2002 çулта район территоринче 9500 га лаптăклă регион шайлă «Моркă» биологи çутçанталăк управне касса хунă.

Remove ads

Халăх

Районта 2006 çулхи кăрлач, 1 тĕлне 33.98 пин çын пурăннă.

Кун-çулĕ

Района 1924 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Ун шутне Царёв Кокшайск уесĕн Кумушъял, Морки, Шиньши вулăссен тата Сотнур вулăсĕн пай территрийе кĕнĕ.

Экономика

Минерал янтти

Морки районĕнче чылай минерал янтти пур: карбонат тăпри, цемент чĕрри, гипс тата ангидрид, çурт-йĕр тумалли тата силикат хăйăрĕ, тăм, чул.

Промăçлăхĕ

Халĕ районта 17 пĕчĕк промăçлă предприяти, 3 çурт-йĕр тăвакан фирма, 1 автотранспорт предприятийĕ, 1 газ-компрессор станцийĕ.

  • Зеленогорск вăрман комбиначĕ
  • Моркă хуçалахĕсен пĕрлешĕвĕ
  • Кужер вăрман хуçалахĕсен пĕрлешĕвĕ
  • Сĕт-çу завочĕ
  • Коркатово карьер управленийĕ
  • Йошкар-Ола «Контакт» тата çурмапроводник приборĕсен завочĕсен филиалĕсем
  • Моркă ЛМУМГ КС-21
Remove ads

Ял хуçалăхĕ

Транспорт

Паллă транспорт артерийĕ — Горький чукун çулĕн Юшут чукун çул турачĕ — района Суслонгер чарăнупа çыхăнтарать.

Хуçалăхсем хушшинчи çыхăну валли автомобиль транспорчĕпе усă кураççĕ.

Культура тата çутĕç

2004 çулхи пуш, 1 тĕлне районта пулнă:

  • 42 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, çав шутра
    • 17 вăтам
    • 13 тĕп
    • 10 пуçламăш
    • 2 шкул-сачĕ
    • 6 шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕ
    • 1 ача-пăча реабилитаци центрĕ
  • 1 професси училищи

Моркă районĕнче 70 культура йĕркелĕвĕ ĕçленĕ.

Вĕсем хушшинче:

  • канупа культура район центрĕ
  • 28 ял культура çурчĕ
  • 3 ял клубĕ
  • 31 библиотека
  • ӳнер ача шкулĕ
  • 4 музей
    • М.Н. Янтемир ячĕллĕ литературăпа этнографи музейĕ
    • С.Г. Чавайн ячĕллĕ литературăпа музей комплексĕ
    • Н.И. Казаков музейĕ
    • Н.С. Мухин музейĕ
  • 13 шкул музейĕ
Remove ads

Спорт

Районта ĕçлет:

  • 27 волейбол
  • 20 баскетбол
  • 13 футбол площадки
  • 18 футбол уйĕ
  • 8 стрелок тирĕ
  • 9 йĕлтĕр бази
  • шывра ишмелли бассейн
  • 18 спорт залĕ
  • ал пӳскипе вылямалли уй

Сывлăх сиплев çурчĕсем

2004 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районта 45 сиплев йĕркелĕвĕ пулнă, çав шутра:

  • район тĕп пульици
  • 1 участок пульници
  • 40 фельдшер-акушер пункчĕ
  • 3 сиплев пункчĕ

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads