Мурманск облаçĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Мурманск облаçĕ (Кола Ен, выр. Мурманская область) — Раççей Федерацин Çурçĕр-Анăç федераци тăрăхĕ, Çурçĕр экономика районĕ кĕрекен субъекчĕ. Тĕп хули — Мурманск хули. 1938 çулхи çу 28 мĕшĕнче никĕсленнĕ. 2019 çултан облаç губернаторĕ — Чибис Андрей Владимирович[1].
Ĕлĕк Ленинград облаçĕн тытăмĕнче Мурманск тăрăхĕ пулнă.
Remove ads
Географи
Облаç Раççейĕн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă. Лаптăкĕ 144,9 пин çм². Облаçĕн административлă тĕпĕ — Мурманск хули. Облаç Кола ӳрутрвĕнче, Çурçĕр поляр унки леш енче ларать. Кăнтăрта Карели Республикипе чикĕленет, анăçра — Норвегипе тата Финляндипе. Шурă тата Баренц тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать. Авал тахçан Кола çурутравĕ пĕтĕмпех пăрлăхпа витĕннĕ пулнă, кайран çĕр çинче тарăн йĕрсем хăварса, пăрлăх шуçса тухнă, çавăнпа Мурманск облаçĕнче питĕ нумай шывсем (Варзуга, Умба, Нива, Воронья, Кола, Тулома, чи вăрăмми — Поной) тата кӳлĕсем (Умбозеро, Ловозеро, чи анлă лаптăкли — Имандра). Мурманск облаççĕрĕсенче Хибин тăвĕсем пур, унта кашни çул альпинистсем пуçтарăнаççĕ.
Remove ads
Климат
Кăнтăр енче вăтам тинĕслĕ, çурçĕр енче — субарктика климачĕ, ăшă Гольфстрим юхăмĕ пулнипе, çавăн пирки кунта çулĕпех тинĕс шыв çулĕсем уçă. Хĕлле — поляр каçĕсем, çулла — поляр кунĕсем.
Çутçанталăкĕ
Пĕтĕм çĕрĕсенче тундра е хутăш тундра-вăрман, кăнтăр енче çеç — çурçĕр тайги. Йывăçсем облаçĕн çурçĕрĕнче карликлă (хурăн тата осина), кунта чăрăш лайăх ӳсет, хырсем тĕл пулаççĕ, тундрăра мăкпа тата лишайника сарса хунă пекех, çырла та нумай: черника, морошка, голубика, брусника тата клюква питĕ сарăлнă. Чĕрчунсем сахалтарах, шыв фауни çĕр çинчирен темĕн тĕрлĕрех. Тилĕсем, куницăсем, горностаи тĕл пулаççĕ, песец, кашкăр та хура упа, лоси и северные олени, пакшасем тата леммингсем нумай.
Кайăксенчен шурă куропаткăна, поляр тăмине, тетеревсене тата глухарсене курма пулать, вăрмансенче снегири, синицы, свиристели пур. Нумай чарлансем, крачексем тата ытти тинĕс кайăкĕсем.
Мурманск облаçĕнче треска, тинĕс окунĕ, палтус, зубатка, камбала, сельдь пуллисене тытаççĕ. Юхханшывсенче форель пур.
Халăхĕ
2005 çулта кунта 872,8 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ: 6,0 çын/çм² (2005), хуласенче 91,5 % (2005) çын пурăнать.
Истори
Хуласем
- Апатиты
- Заполярный
- Кандалакша
- Кировск
- Ковдор
- Кола
- Мончегорск
- Оленегорск
- Полярные Зори
Хупăннă хуласем, посёлксем
- Видяево
- Гаджиево (Скалистый)
- Заозёрск
- Островной
- Полярный
- Североморск
- Снежногорск
Урăх çĕртре кăтартни
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads