Мускаври оперетта театрĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Мускаври патшалăхăн академикăллă опере́тта театрĕ[1], кĕск. ячĕ «Мускав оперетти» е ахаллĕн Мусоперетти — Мускаври мусăк театрĕ, ССРП патшалăхăн пĕрремĕш оперетта театрĕ.
Remove ads
Истори
Харпăр театр
1922 çулта ССРП çĕнĕ экономика политики эпохинче Мăн Дмитровка, 17 çурт адресĕпе, Дмитровка театрĕн çуртĕнче харпăр Мускаври оперетта театрне уçнă. Çак вырăнта К. С. Станиславский тата Вл. И. Немирович-Данченко ячĕллĕ мусăк театрĕн çуртне хăпартнă. Театрăн тăвăр пӳлĕмĕнче спектакльсене çулталăкăн сивĕ тапхăрĕнче кăна лартнă, çуркунне вĕçĕнче вара пултарулăх коллективĕ «Эрмитаж» садĕнчи Тĕкĕрлĕ театрне куçнă.
1925 çулта Мускаври мусăк камичĕн театрĕ пулса тăнă. 1926 çулта ăна хупнă хыççăн Николай Бравин ертсе пынипе «Оперетта артисчĕсен ĕçлев ушкăнĕ» «Альказар» варьете-театрĕнче 1926/27 çулсенче ĕçленĕ. Çак коллективран Мускаври патшалăхăн оперетта театрне туса хунă.
Патшалăх театрĕ
Remove ads
Театр çурчĕ

Труппа
Чи малтанах театр сцени çинче ĕçленĕ актрисăсем: З. Л. Светланова, Т. Я. Бах, А. Г. Цензор, К. М. Новикова, Р. Ф. Лазарева, Е. Л. Легат, Е. Д. Щетинина, В. К. Павловская. Арçын актёрсен пĕрремĕш йышĕнче пулнисем: Н. А. Дашковский, Н. М. Бравин, В. С. Володин, К. Д. Греков, Д. С. Давыдов, Д. Ф. Джусто, Г. М. Ярон (каярах — режиссёр), В. А. Кларов, А. П. Елизаветский, М. И. Кобрин, В. А. Щавинский.
Театр оркестрне Ф. Ф. Эккерт ертсе пынă. Балетмейстер вырăнне В. Н. Кузнецова, ӳкерçĕ вырăнне — Е. Соколова сĕннĕ. Театр хорĕнче хăйсен карьерине каярах чаплăха театр солисчĕсем Е. Я. Лебедева тата М. А. Качалов пуçланă.
Мускаври оперетта театрĕнче тĕрлĕ çулсенче хăйсен пултарулăхне катартнă: Серафим Аникеев, Зоя Белая, Александр Горелик, Митрофан Днепров, Елена Малукова, Василий Алчевский, Николай Рубан, Татьяна Санина, Капитолина Кузьмина, Татьяна Шмыга, Анатолий Пиневич, Владимир Канделаки (çаплах — режиссёр), Юрий Богданов, Ираида Муштакова, Светлана Варгузова, Герард Васильев, Юрий Веденеев, Лилия Амарфий, Виталий Мишле, Валентина Белякова, Сергей Алимпиев, Вячеслав Богачёв, Елена Зайцева, Пётр Борисенко, Елена Ионова, Александр Каминский, Марина Коледова, Валентина Марон, Эмиль Орловецкий, Николай Каширский, Владимир Шишкин, Алексей Феона, Зоя Иванова.
Репертуар
Çав. пекех
- Мускаври оперетта
- Раççейри оперетта театрĕсем тата мусăк камичĕсем
- Раççей мюзиклĕсем
Асăрхавсем
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads