Мустаев Олег Николаевич
тележурналист (1989-мĕш çултанпа ), радиожурналист , Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ (2017-2022), «Еткер» фондăн президенчĕ (1992-мĕш çултанпа) From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Мустаев Олег Николаевич (1965-14.03.2022) — тележурналист (1989-мĕш çултанпа[1]), радиожурналист[2], Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ (2017-2022), «Еткер» фондăн президенчĕ (1992-мĕш çултанпа). Чăваш республикин культура тава тивĕçле ĕçлевçи. Ульяновск облаçĕнчи «Волга» ГТРКн наци программисен тĕп редакторĕ (2003-мĕш çултанпа), «Наш век» телерадиокомпанин Чĕмпĕрти наци программисен тĕп редакторĕ (2007-мĕш çултанпа). Чĕмпĕрти Чăваш наци-культура автономийĕн ертÿçи (2016-мĕш çултанпа).
Remove ads
Пурнăçĕ
Мустаев Олег Николаевич 1965-мĕш çулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралса уснĕ. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Вара Чĕмпĕрте ĕçлеме пуçланă.
Ĕçĕсем
Чĕмпĕрте И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн (Шупашкар) консультаци пунктне уçассине пуçарса янă.
Чăмпĕрте чăваш чиркĕвне уçассине пуçаракансенчен пĕри те вăлах.
Вилĕм
СМИ пĕлтерни[3]:
Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ.
«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.
Remove ads
Кăсăклă фактсем
Мустаев Олег Николаевич купăс калама ăста пулнă[4].
Çавăн пекех пăхăр
Асăнмалăх
Вуламалли
- Пысӑк ҫухату : [Муллин Петр Николаевич]: [некролог] // Хыпар. - 2007. - 6 пуш
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads