Мясников Валентин Николаевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Валентин Николаевич Мясников — (15.7.1923, Çĕньял ялĕ, халĕ Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕ – 19.6.2003, Самар) – раççей çыравçи, çарти журналист.

ССРП ЖП пайташĕ (1955), ССРП ÇП пайташĕ (1972). Чăваш.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă[1].
Remove ads
Биографи
1923 çулта утăн 15-мĕшĕнче Самар кĕпернине кĕнĕ Çĕньял ялĕнче çуралнă.
1941-45 çулсенче вăрçă хирĕсенче тăван çĕршыва хӳтĕленĕ.
1963 çулта А. М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕренсе тухнă.
Пултарулăхĕ
- «Мастер бурения Сергей Сосновцев» (1951)
- «Люди в серых шинелях» (1962)
- «Мост» (1972)
- «Старобинарадские берендеи» (1978)
- «Операция «Муравей» (1980)
- «Роспись на Рейхстаге» (1983)
2000 çулта 4 тома пуçтарнă Çырнисен пухине кăларнă. Чăваш кĕнеке издательстви унăн «Был солдат в увольнении» (1971), «Юн¬па хĕрел¬нĕ курăк» (Кровь на траве, 1975) хайлавĕсене пичетленĕ.
Чысланисем
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орден
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тивĕçлĕхĕн» 2-мĕш степеньлĕ орденĕн медалĕ
- Польша наци хӳтĕлевĕн парни (1973)
- А.А. Фадеев ячĕллĕ литература парни (1983).
Вуламалли
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads