НПО Машиностроения
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
УАП «Вăрçă-промăçлăхĕн корпорацийĕ „Наукăпа производство машиностроени пĕрлешĕвĕ“» (ФПУП «НПО машиностроения», УКБ-52) — Раççейĕн малта пыракан ракета-космос фирмисенчен пĕри. 1944 çулта академик Челомей, Н. Н. Поликарпов ертсе пынă 51 № авиазаводăн УКБ тĕпĕпе Реутовра самолёт-снарядсем ăслайламалли конструктор бюровне йĕркеленĕ.
Халĕ корпорацийĕн тĕп пайĕ Мускав облаçĕн Реутов хулинчех вырнаçнă.
Предприятин ĕç-хĕлĕпе патшалăх ертӳçисем: Хрущёв Никита Сергеевич, Путин Владимир Владимирович, Медведев Дмитрий Анатольевич пырса паллашнă.
1991 çулта депутата суйланас умĕн Борис Ельцин агитаци енĕпе коллективпа тĕл пуласшăн пулнă, анчах та ертӳçсем тата РФ КП вырăнти парткомĕ ăна йышăнман.
Remove ads
Харпăрçисемпе ертӳçĕсем
УАО «ВПК „НПО машиностроения“» 100 % акцийĕ патшалăх аллинче, ĕçсене тытса пыраканĕ — Патшалăх пурлăхĕпе хуçаланакан федерацин агентстви.
Тĕп директор — Тĕп конструктор Леонов Александр Георгиевич.
Кун-çулĕ
Корпораци ĕç-пуçĕн тĕп тĕллевĕсем
- Çунатлă ракета вăрçă комплексĕсем
- Стратеги ракети комплексĕсем тата турттару-ракетисем
- Интеграциленĕ информаци-космос системисем
- Информаци технологисем, тепĕр хут усă курмалли энергетика тата икĕ тĕрлĕ усă курмалли технологипе тунă интеграциленĕ инноваци продукчĕсем
Патшалăха туса панă ĕçĕсем
- 10Х
- 16Х
- П-5
- П-5Д
- П-6
- П-35
- «Прогресс»
- П-70 «Аметист»
- П-120 «Малахит»
- П-500 «Базальт»
- П-700 «Гранит»
- ЗМ-25 «Метеорит»
- П-800 «Яхонт»
- «БраМос»
- Циркон (ракета)
- УР-200
- УР-500
- УР-500К, «Протон» (турттару-ракети)
- УР-100
- УР-100К
- УР-100У
- УР-100Н
- УР-100Н УТТХ
- РН «Стрела»
- «Протон» (пысăк ăслăлăх космос станцисен комплексĕ)
- космосран хӳтĕлекен комплекс «ИС»
- МКРЦ (Глобальлĕ тинĕсри космос разведкипе тĕлĕ паракан система)
- Тытса пымалли орбитăри станциллĕ ракета-космос комплексĕ «Алмаз»
- Çĕре дистанциллĕ зондăламалли космос системи "Алмаз-Т"
- Çĕре дистанциллĕ зондăламалли космос системи "Кондор-Э"
- Мини-класс аппрачĕсен базипе тунă космос системисем
Remove ads
Тăван пĕрлешĕвĕсем
Корпорацине кĕрекенсем:
- УАО «ПО „Стрела“» (Ăренпур х.)
- УАО «Пермский завод „Машиностроитель“» (Пермь х.)
- УАО «НПО электромеханики» (Миасс х., Челепи облаçĕ)
- УАО «Авангард» (Сафоново х., Смулен облаçĕ)
- УАО «УНИИКМ» (Пермь х.)
Çавăн пекех пăхăр
- СССР тата Раççей конструктор бюровĕсен ят-йышĕ
Каçăсем
![]() |
Ку Ракета / ракета-космос техники е космос аппарачĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads